06 февраля 2018 г.
Хĕллехи кунсем хăйне кура илемлĕ. "Пилеш" ача садне çỹрекенсем урамра уçăлса çỹреме, юрпа выляма, çунашкапа ярăнма юратаççĕ. Картишĕнчи сăнарсем ачасене хăйсем патне илĕртеççĕ. Уçăлса çỹрекен вырăнта яланах тирпейлĕ те хитре пултăр тесе çулсерен ача сачĕн участокне юмах тĕнчине çавăратпăр.
Хĕл ларсанах юр пуçтарма, унран сăнарсем тума пуçлатпăр. Çирĕп пултăр тесе шывпа сапатпăр, сăрлатпăр. Ку ĕçре ачасен ашшĕ-амăшĕ те пулăшать.
Çулталăк символне - йытă кĕлеткине - Венера Семенова тăрăшса йăваласа хăпартрĕ. Вăл хăй енне илĕртет. Кунтах шур упапа мулкач- сене, тилĕпе йăвана курма пулать.
Яланах вăхăт тупса, пулăшса пыракан "Колобки" ушкăнри ашшĕ-амăшне Э.Алексеева, В.Куркина, О.Мироновăна, Семеновсене, Викăн асламăшне Е.Козловăна, Савелин кукамăшĕпе кукашшĕне - Черновсене чĕререн тав сăмахĕ калас килет. Ачасене тирпей-илеме вĕрентесси те ашшĕ-амăшĕнченех нумай килет.
Т.ШЕВЕРОВА,
воспитатель.
Источник: "Каçал Ен"