АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 2018 çул мĕнпе савăнтарать?

06 февраля 2018 г.

Çĕнĕ çулталăкран яланах çĕнĕлĕх кĕтетпĕр. 2018 çул Чăваш Енре пурăнакансем валли нумай çĕнĕлĕх илсе килчĕ.

Пĕрремĕш ача çуралнăшăн пособи пама пуçларĕç. Тỹлев регионти ача пурăнмалли чи пĕчĕк виçи чухлĕ - 8910 тенкĕ. Социаллă пособие ĕçлекен çыннăн пурăнмалли чи пĕчĕк 1,5 виçинчен сахалрах тупăшлă çемьесем ача çулталăк çурă тултариччен илсе тăрĕç. (Чăваш Республикинче 2017 çулхи 2-мĕш кварталта йышăннă виçе - 9330 тенкĕ. Çапла вара пĕр çын пуçне 13995 тенкĕ тивет, виçĕ çынран тăракан çемьешĕн вăл 41985 тенкĕпе танлашать).

Амăшĕн капиталĕн программине 2021 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен тăснă. Çак укçа-тенкĕ шутĕнчен çемьесене ачасен регионти пурăнмалли чи пĕчĕк виçи чухлĕ кашни уйăхра адреслă пырса тăма йышăннă, çавăн пекех капитал сусăр ачасен социаллă адаптацийĕпе интеграцийĕ валли усă курма, ача виçĕ çул тултаричченех шкулчченхи вĕрентỹшĕн тỹлеме юрать.

Чăваш Ен виççĕмĕш тата хыççăнхи ачасем çуралнăшăн 100 пин тенкĕ парассине - республикăн амăшĕн капиталне - сыхласа хăварнă.

Чăваш Енре ясли черечĕсене пĕтерме тĕллев лартнă. Çитес вăхăтра республикăра икĕ уйăхри ачасене патшалăх учрежденийĕсене йышăнма пуçлаççĕ. Яслие пĕчĕккисем виçĕ çул тултариччен çỹреççĕ.

Иккĕмĕш тата виççĕмĕш ача çуратнă мăшăрсем ипотека кредичĕн ятарлă программине хутшăнма пултараççĕ. Банксем çĕнĕ çуртра хваттер туянма, маларахри çулсенче илнĕ кредит рефинансированийĕ валли 6 процентран пысăк мар кредит пама йышăннă. Анчах патшалăх 6 процентран ытлараххин тăкакĕсене саплаштарассине вăхăтлăх çеç (иккĕмĕш ачашăн - виçĕ çул, виççĕмĕш ачашăн - пилĕк çул) хăй çине илет.

Тỹлевсĕр приватизаци вĕçленет. Крымра пурăнакансем, тăлăхсем, 2005 çулччен заявлени панисем çеç хваттере тỹлевсĕр хăйсем çине куçарма пултарĕç.

Малашне 14 çултан аслăраххисем çеç социаллă сетьсемпе усă курма пултарĕç. Паспортпа регистрацилеççĕ, çыннăн чăн ятне, хушаматне палăртмалла, хăйĕн сăн ỹкерчĕкне çеç вырнаçтарма юрать. Никсемпе аватарсем пăрахăçа тухаççĕ.

Çĕр хуçисен 2018 çулхи кăрлач уйăхĕччен федерацин 477-мĕш саккунĕпе килĕшỹллĕн лаптăксен чиккисене палăртассине вĕçлемелле. Унсăрăн вĕсем çĕре сутма, парнелеме, тара пама, çурт лартма тата ытти те пултараймаççĕ.

Алимент, ÇÇХПИ штрафĕсен, ытти парăм виçи 10 пин тенкĕрен иртсен суд приставĕсен пуçарăвĕпе гражданинăн водитель правине туртса илесси вăя кĕрет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика