06 февраля 2018 г.
- Фермер пулма çăмăл мар, унăн анлă тавракурăмлă, çаврăнăçуллă, нимĕнле ĕçрен те хăраман çын пулмалла. Ара, чылай чухне хăйĕнех агроном, зоотехник, хуралçă, комбайнер, механик тивĕçĕсене те пурнăçлама тивет-çке, - тет Васильев хресчен фермер хуçалăхĕн ертỹçи Николай Иванович.
Районта ĕне ферми чылай, качака усракансене вара пỹрнепе шутласа кăларма пулать. Вĕсем, чăн та, питĕ сахалăн. Анчах та "шур сухаллă" мекекекĕн сĕчĕ - чи усăллисенчен пĕри. Çакна тата ыттине шута илсе Тĕвенеш ялĕнче пурăнакан Николай Васильев качака ферми хута яма шут тытнă. Çăмăл мар ĕçе пуçăниччен кỹршĕри, Йĕпреç районĕнчи "Путиловка" пĕрлешỹри, качака фермине çитсе курнă, ĕç опычĕпе паллашнă. Грант çĕнсе илнĕ хыççăн вара арçын Ставрополь крайне çул тытнă. - Вырăнти йăхсемпе ĕçлеме кăмăл пачах та туртмарĕ, тỹрех ăратлă качакасем ĕрчетес терĕм. "Заанненски" вырăс шурă качакисем мана сĕтлĕ пулнипе килĕшрĕç, унсăр пуçне вĕсем вырăнтисенчен чылай пысăкрах, - тет ертỹçĕ.
Алăка уçса ăшă, çав вăхăтрах таса витене кĕтĕмĕр. Юр пек шурă качакасем ют çынсенчен пачах та шикленме пĕлмеççĕ пулас, алла хăнăхнăскерсем хуçи енне чăр! пăхрĕç. Мăйракаллă пĕчĕк выльăха ĕрчетекен фермер кашни качакана ятран чĕнет, сăнран паллать. Пилĕк çул каялла хута кайнă фермăра халĕ 108 пуç качака, вĕсенчен 55-ĕшĕ часах пăранламаллисем. Сăваканнисем хальлĕхе 20 пуç ытларах кăна-ха. Сăмах май çакна та палăртса хăварам - пĕр качака вăтамран талăкра 2-2,5 литр сĕт парать. Фермăра икĕ çын, Надеждăпа Николай Николаевсем, тăрăшаççĕ: качакасене сăваççĕ, вĕсем тăракан пỹлĕмсене тасатаççĕ, тин кăна кун çути курнă путексемпе амăшĕсене уйрăм ăшă клеткăсене вырнаçтараççĕ. Ĕçченсем пирки калас пулсан, вĕсем валли хăтлă пỹлĕм те пур. Канса илнĕ тапхăрта хыпар-хăнарпа паллашма телевизор вырнаçтарнă, юнашарах çăвăнмалли пỹлĕм. Апат хатĕрлемелли плита та пур.
Чылай ĕçе кунта механизациленĕ. Ĕçченсем качакасене çемçе утăпа, сĕлĕпе апатлантараççĕ. Вĕсен умĕнчен тăвар пачах та татăлмасть иккен. Шыв ыйтăвне вара картишĕнче чавтарнă пусă татса панă.
- Хуçалăхăн çĕр лаптăкĕ те пур, унăн виçи 403 гектарпа танлашать. Ку пирĕншĕн питĕ пысăк çăмăллăх, мĕншĕн тесен эпир унта качакасем валли апат хатĕрлетпĕр: нумай çул ỹсекен курăк çитĕнтеретпĕр, тыр-пул туса илетпĕр, - ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ Николай Иванович.
Хĕллехи вăхăтра хуçалăхри "шурсухалсем" витере тăраççĕ, çулла вара вĕсем çăлтăрлă тỹпе айĕнчех çĕр каçаççĕ. Çумăрпа çилтен хỹтĕленме ĕçченсем качакасене лупас туса панă.
Экологи енчен таса продукт туса илекенсем хальлĕхе "шурă ылтăна" "Мир" ОООна сутаççĕ.
Мĕн пуррипе çеç ертỹçĕ çырлахасшăн мар, унăн ĕмĕт-тĕллевĕсем питĕ пысăк. Малтанах фермер выльăх шутне палăрмаллах ỹстересшĕн. Çавна май халĕ витен иккĕмĕш пайĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Унпа пĕрлех вĕсем вырăнтах качака сĕтне тирпейлеме тытăнасшăн, тĕрлĕ юр-вар туса кăларакан цех та уçасшăн. Анчах та палăртнисене пурне те пурнăçа кĕртме ятарлă пĕлỹллĕ специалистсем çукки чăрмантарать.
- Умра йывăрлăх пур пулсан, ăна татса памалли мелĕ те пурах. Акă, март уйăхĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче сыр мастерĕ пулас ĕмĕтлĕ çынсене уйăхлăх курссене вĕренме илеççĕ. Çакна эпĕ ĕç шыракан çамрăксен ыйтăвĕсене çăмăллăнах татса пама пулăшакан ырă пулăм тесе шутлатăп, - паллаштарчĕ хăйĕн шухăш-кăмăлĕпе опытлă ăста.
Çапла, чи йывăрри - ĕçе йĕрке лесе ярасси. Хуçалăхăн нумайăшĕ чăнах та, хыçра ĕнтĕ, палăртнă планĕсем те пурте пурнăçа кĕрĕç тесе шансах тăратпăр.
Ăнăçу сунатпăр сана, фермер!
А.ДЕНИСОВА.
Источник: "Каçал Ен"