АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 500 çул çитнĕ ятпа

02 февраля 2018 г.

1969 çулта Чăваш Енĕн тĕп хулинче Шупашкара никĕсленĕренпе 500 çул çитнине паллă тунă. Çак пулăма халалласа хулара "Шупашкар: 500 çул" урам "çуралнă". Çав çулах хула ертỹлĕхĕ Атăл хĕрринче çĕнĕ парк тума шухăшланă. Вăрманлă-çырмаллă 200 гектар çĕр çинче кинолектори, курав павильонĕ, симĕс театр, вулавăш, ташă лапамĕ, çуллахи ресторан, кафе, аттракционсем, тĕрлĕ ăмăрту ирттермелли вăйă лапамĕсем тума палăртнă.

1974 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарăн ĕç тăвакан комитечĕ паркăн проекчĕпе тĕп планне çирĕплетнĕ. Культурăпа кану паркне  1978   çулхи   кăрлачăн 5-мĕшĕнче уçнă. 10 çула яхăн çĕнĕ парк "Лакрей вăрманĕн" филиалĕ шутланнă. 1987 çулта вăл хăй тĕллĕн ĕçлеме пуçланă.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене йĕркеленĕренпе 80 çул çитнине халалласа 2004 çулта "Студентсен хули" чарăну çывăхĕнче Ăрусен аллейине хывнă: 20 чăрăш лартнă. 87 гектар çĕр çинче вырнаçнă паркра 2013 çулта "Амазони" этнокомплекс тума тытăннă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика