АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Авариллĕ çурт-йĕртен 4776 çемьене куçарнă

02 февраля 2018 г.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйту кашни çĕршывшăн, пирĕншĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ тесе палăртнă.

Шăпах асăннă ыйтăва 2012 çулхи май уйăхĕнчи хушура çырса хăварнă. Çурт-йĕр ытларах туни куçкĕрет. Асăннă сферăра федераллă программăсем ĕçлеççĕ, вĕсене пула Раççейре пурăнакансем хăйсем пурăнакан вырăна лайăхлатнă та. Апла пулин те чи курăмли - çынсене авариллĕ çуртсенчен куçарни.

Авариллĕ çуртсенчен харăсах куçарасси наччасрах пурнăçланакан ĕç мар. Унпа пĕрлех кун йышши çуртсен йышĕ çулсерен ỹсет. Апла пулин те Владимир Путин тĕллев пурнăçланнине палăртнă, 2012 çулччен авариллĕ çурт-йĕрте пурăннисене çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтернĕ.

Чăваш Республикинче те 2013-2017 çулсенче "Авариллĕ çурт-йĕртен çынсене куçарасси" программа йышăннă. Çак программăна пурнăçлани республикăри авариллĕ 841 çуртра пурăнакан 12 пин ытла çынна хăтлă кĕтеслĕ пулма пулăшрĕ. Вĕсене валли нумай хваттерлĕ 250 çуртра хваттерсем туяннă, 192 пин тăваткал метр.

Пирĕн районта пурăнакан 24 çемье те асăннă программăпа килĕшỹллĕн хваттерлĕ пулнă. Палăртса хăвармалла, программăна укçа-тенкĕ уйăрасси федераллă тата республика, муниципаллă бюджетсенчен пурнăçланать. Граждансем хваттер туянма укçа-тенкĕ тăкакламан.

Чăваш Енре 2012-2017 çулсенче пурĕ 64 пин хваттер е 4,6 млн тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр тунă. Тĕрлĕ программăпа килĕшỹллĕн хăш-пĕр категорири çынсене пурăнмалли хваттерсемпе тивĕçтернĕ. Сăмахран, вĕсен йышĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăн 2162 ветеранĕ, 3425 çамрăк çемье, 1341 тăлăх ача.

Амăшĕн капиталĕпе усă курса 37525 çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. 400 пин ытла çемье республика паракан амăшĕн капиталĕпе усă курнă.

Кун пек кăтартусемпе чи лайăх совет саманин çулĕсенче те хваттерсем хута яман. Чăваш Республикинче хăш-пĕр категорири граждансене валли ипотека ставкисене субсидилени те курăмлă. РФ Президенчĕн пуçарулăхĕпе килĕшỹллĕн икĕ е ытларах ачаллă çемьесен ипотека кредичĕ 6 процент ытларах пулсан ăна субсидилеме палăртнă.

Владимир Путин:

"Авариллĕ çурт-йĕре пырса тивекен ыйтăва пĕтĕмĕшле пурнăçланă".

Марина Каштанова:

- Çĕнĕ, хăтлă хваттере куçассине эпир чылай çул кĕтрĕмĕр. Ĕмĕтĕмĕр 2014 çулхи кĕркунне пурнăçланчĕ. "Авариллĕ çурт-йĕртен çынсене куçарасси" программăпа килĕшỹллĕн 14 çемьене çĕнĕ, хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерчĕç. Унччен СХТ территорийĕнчи йывăç общежитире кун кунлаттăмăр. Туалет та, шыв та урамраччĕ. Халĕ çăтмахри пекех. Икĕ пỹлĕмлĕ хваттерте пурăнма çав тери лайăх. Кунта хăтлă, туалет хваттерте, ăшă шыв юхать. Пире хваттерпе тивĕçтернĕшĕн республика ертỹлĕхне тавах.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика