02 февраля 2018 г.
Чăваш Енре пурăнакансен сывлăхне çирĕплетме майсем туса панă. Иртнĕ çулсенчи пекех, кăçал та уйăхра пĕр хутчен физкультурăпа спорт комплексĕсене тỹлевсĕр кĕме май пулĕ.
Февралĕн 17-мĕшĕнче, мартăн 24-мĕшĕнче, апрелĕн 21-мĕшĕнче, ма-йăн 19-мĕшĕнче, июнĕн 30-мĕшĕнче, июлĕн 21-мĕшĕнче, августăн 18-мĕшĕнче, сентябрĕн 22-мĕшĕнче, октябрĕн 20-мĕшĕнче, ноябрĕн 17-мĕшĕнче, декабрĕн 15-мĕшĕнче спортпа сывлăх кунĕсем иртеççĕ. Çак кунсенче районти "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексне тỹлевсĕр кĕртеççĕ. Эсир бассейнра ишсе киленме, тренажер залĕнче сывлăхăра çирĕплетме пултаратăр.
Источник: "Каçал Ен"