АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Заявленисене йышăнма пуçланă

02 февраля 2018 г.

Район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа районти мĕнпур вĕренỹ учрежденийĕнче 2018-2019 вĕренỹ çулĕнче пĕрремĕш класра вĕренме ашшĕ-амăшĕнчен заявленисем йышăнма тытăннă.

Сăмахран, Комсомольски 1 тата 2-мĕш вăтам шкулĕсенче те пĕрремĕш класра вĕренме пуçлакан ачасен ашшĕ-амăшĕсенчен заявленисем йышăнаççĕ. Чи малтанах пурăнакан вырăна шута хураççĕ. Кайран вара, июлĕн 1-мĕшĕнчен, классенче вырăн юлсан, ыттисенчен те заявлени илеççĕ.

Ашшĕ-амăшĕ заявленисене вĕренỹ учрежденийĕсенче, çавăн пекех электронлă майпа, нумай функциллĕ центр е Раççей Федерацийĕн патшалăх пулăшăвĕсем паракан пĕрлехи порталĕ урлă та пама пултарать. Информаципе тĕплĕнрех вĕренỹ учрежденийĕсен сайтĕнче паллашма май пур.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика