АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш ачашăн - пособи

02 февраля 2018 г.

Çемье институтне çирĕплетесси республика Правительствин пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕ шутланать. Граждансене социаллă хỹтлĕхпе тивĕçтерес енĕпе йышăннă бюджет обязательствисем чыслăн пурнăçланса пыраççĕ.

Çемьесене пысăк пулăшу кỹрекен кăçалхи çĕнĕлĕх вăл - кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пĕрремĕш ачине çуратнă ашшĕ-амăшне пепки çулталăк çурă тултариччен уйăхсерен пособи пама йышăнни. Кăçал унăн виçи 8910 тенкĕпе танлашать.

Малтанласа палăртнипе ку пособие республикăра 4,5 пин çемье илме пултармалла. Пирĕн районти çемьесем те пособие тивĕçеççĕ. Паянхи куна 2 çемьере шăпах пĕрремĕш пепкесем кун çути курнă. Вĕсенчен пĕрисем - Хирти Выçлире пурăнакан Степановсем. Любовь Львовнăпа Дмитрий Юрьевич Степановсен çемйинче январĕн 7-мĕшĕнче ывăл çуралнă.

Аса илтеретпĕр, РФ Президенчĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн социаллă пулăшăвăн асăннă мерине ятран параççĕ. Ăна пирĕн регионта кашни çын пуçне тивекен тупăш пурăнмашкăн кирлĕ чи пĕчĕк виçен (ку кăтарту 9330 тенкĕпе танлашать) 1,5 хут пысăкрах сумминчен иртмен çемьесене тỹлеççĕ. Урăхла каласан, çемье пĕр членĕн тупăшĕ - 13995, упăшкипе арăмĕн (çут тĕнчене килнĕ пепкене шута илсе) 41985 тенкĕрен ытлашши пулмалла мар. Кун пек чухне пĕтĕмĕшле суммăна - шалăва, премие, пенсие, социаллă пособие, стипендие, тĕрлĕ компенсацие, алимент укçине тата ыттине те (налук хуричченхи виçепе) - кĕртеççĕ. Федераци бюдже-тĕнчен чрезвычайлă лару-тăрăва пула уйăрнă пĕр хут тỹлев, банк депозитĕнчен тата пурлăха тара панинчен илнĕ услам çав шута кĕмеççĕ.

Тĕслĕхрен, пособи ирĕкĕ пуррине уçăмлатмашкăн çулталăкри пĕтĕмĕшле тупăша 12-е тата çемье членĕсен хисепĕ (тин çуралнă ачапа пĕрле) çине пайлани 13995 тенкĕрен сахалрах тухсан хăвăр пурăнакан вырăнти социаллă хỹтлĕх пайне е нумай функциллĕ центра кайса заявлени пама пултаратăр. Унсăр пуçне заявитель паспорчĕ, ача çурални çинчен свидетельство, çемье тупăшĕ çинчен калакан справка кирлĕ.

Заявление ача çуралнă хыççăн 1,5 çулталăк иртиччен кирек хăш вăхăтра та пама юрать: малтанхи 6 уйăхра çырсан пособие пепке çуралнă кунранах палăртаççĕ, каярах юлсан - заявлени панă кунран. Çулталăк иртсен асăннă пособи ирĕкне çирĕплетмешкĕн тепĕр хут документсем тăратмалла.

- 2018 çулăн пĕрремĕш кунĕсем çемьешĕн паллă пулăмпа асра юлчĕç. Пирĕн ывăл Глеб çут тĕнчене килчĕ. Пур йышпа савăнтăмăр. Кăçал вара çемьесене патшалăх тата та ытларах пулăшу кỹме тĕллев лартни уйрăмах савăнтарать. Халиччен çемьере иккĕмĕш, виççĕмĕш ачасене çуратсан çеç тĕрлĕ тỹлев илме май пурччĕ. Халĕ вара пĕрремĕш ача çуратнисене пулăшу пани çав тери аван. Çакă çамрăк çемьешĕн пушшех те пĕлтерĕшлĕ. 9 пин тенке яхăн укçа çемьере хăйĕн вырăнне тупатех. Хальлĕхе эпир пособи илме документсене хатĕрлетпĕр. Çитес вăхăтра палăртнă ĕçе пурнăçлатпăрах, - пĕлтерчĕ ача амăшĕ Любовь Львовна.

А.АНТОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика