30 января 2018 г.
Епле илемлĕ хĕл кунĕсем! Мамăк евĕр вĕлтĕркке кăпăшка юр илĕртỹллĕн çĕр çине ỹкет. Тулта уяр, хĕвел çинче шурă лĕпĕшсем ылтăн-кĕмĕлĕн ялкăшаççĕ. Тĕнче асампа тулнă тейĕн. Çак кунсемшĕн ытларах ачасем савăнаççĕ, вĕсем уçă сывлăшра йĕлтĕрпе тата çунашкапа ăмăртмалла ярăнаççĕ.
Акă, тĕслĕхрен, "Асамат кĕперĕ" ача садĕнчи шкул çулне çитмен ачасен ушкăннех илер. Çак ушкăн воспитателĕсем шăпăрлансен сывлăхĕ çирĕп, вĕсен кăмăл-туйăмĕ савăк пултăр тесе ырми-канми тăрăшаççĕ, час-часах тĕрлĕ спорт мероприятийĕ йĕркелеççĕ.
- Йĕлтĕр çине тăни ачасен организмĕшĕн питĕ усăллă, ашшĕ-амăшĕпе тата юлташĕсемпе пĕрле уçăлма тухни вара пĕчĕккисен асĕнче яланлăхах юлĕ, - теççĕ воспитательсем.
А.РОДИОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"