АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйтусене татса пама тăрăшаççĕ

30 января 2018 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов "Каçал ен" хаçат редакцийĕнче ирттернĕ тỹрĕ линие килнĕ ыйтусем çине панă хуравсене малалла пичетлетпĕр.

Акă, Комсомольскинчи çĕнĕ урамсенче пурăнакансене килте "сенкер çулăмпа" ăшăнма май çукки пăшăрхантарать. Чылайăшĕ çурт лартса пурăнма куçнă пулин те, вĕсем патне газ пăрăхĕсем çитеймен-ха. Район администрацийĕнчен вара çапларах хурав пачĕç:

"Паянхи куна Садовая, Аслă Çĕнтерĕве 65 çул, Солнечная, Новая урамсене газ пăрăхĕсене хума ятарлă проект хатĕрленĕ. Проекта экспертиза урлă кăларнă, 2016 çулта ăна ырланă. Чăваш Республикин Строительство министерствине газ пăрăхĕсем хума тата строительство ĕçĕсем ирттерме программăна кĕртме заявка янă".

Хирти Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакансене район центрĕнчен Нĕркеçе çỹрекен маршрут çинчи автобус Хирти Сĕнтĕр ялне кĕменни пăшăрхантарать. Вĕсем çак ыйтăва татса пама сĕнеççĕ. Хальлĕхе "Хирти Ĕнел - Хирти Сĕнтĕр" автомобиль çулĕ маршрут автобусĕсене çỹремелли хăрушсăрлăх нормативĕсене тивĕçтермест. Сăмахран, автоçулăн сарлакăшĕ 6 метртан кая пулмалла мар. Çавăнпа та Газелĕн яла кĕме ирĕк çук.

Дубовка тата Çĕнĕ Каçал ялĕсенче пурăнакансем автоçулсене юсаса пама ыйтаççĕ. Асăннă çулсене юсаса çĕнетме районăн кăçалхи бюджетĕнче укçа-тенкĕ пăхса хăварман. Юсав ĕçĕсене 2019 çул ĕç планне пăхса тухнă чухне çирĕплетеççĕ.

Унпа пĕрлех Çĕнĕ Каçалти Мир урамне çул сарма ятарлă проект хатĕрлеме Чăваш Республикин Транспорт министерствин "Чувашупрдор" КУ-на заявка панă.

Хирти Явăшра пурăнакансене урамсенче 5-6 юпаран пĕрин çинче çеç çутă пулни, автомашинăсем питĕ хăвăрт çỹрени, çав çулпах çынсем утни пăшăрхантарать. Ялта пурăнакансем çакна пула çынсем инкек курасран мерăсем йышăнма ыйтнăччĕ.

Элпуç ял тăрăхĕн администрацийĕ урамсенче тата хушма лампочкăсем лартма палăртать. Унпа пĕрлех ял тăрăхĕнче пурăнакансем вырăнти инфраструктурăна лайăхлатас енĕпе ятарлă конкурса хутшăнма, хăйсен пуçарулăхне кăтартса пурăнакан вырăна аталантарма республика бюджетĕнчен хушма укçа-тенкĕ илме пултараççĕ. Асăннă информаципе Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин сайтĕнче паллашма пулать.

Унсăр пуçне яла кĕнĕ çĕрте ял ячĕсене те палăртман. Çул çинчи ятарлă паллăсемпе çыхăннă ыйтăва уçăмлатса "Стройсервис" ХАО-на çитменлĕхсене кĕске вăхăтрах пĕтерме сĕннĕ.

Хырай Ĕнел ялĕнче пурăнакансене 2017 çулта сарнă автоçула кирлĕ пек туса пĕтерменни канăç памасть. Вĕсем кĕперĕн икĕ хĕррипе бордюрсем лартманнипе, тротуар туманнипе тата кĕпер çинче çутă çуккипе кăмăлсăр. Ял халăхĕ çитменлĕхсене пĕтерме пулать-ши тет.

Асăннă автоçула "Магистраль" ООО юсанă. Çитменлĕхсене 2018 çулта пĕтерме Чăваш Республикин Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министерствине заявка янă-мĕн.

Урмаел ялĕнче пурăнакансем килте шыв тăтăшах пĕтнипе нушаланаççĕ. Ялти урамсене те юртан вăхăтра тасатманни пăшăрхантарать çынсене. Вĕсен ыйтăвне уçăмлатса çапла хуравлаççĕ: 2017 çулхи çулла ял поселенийĕ юсав ĕçĕсем йĕркеленипе шыв парассипе кăлтăксем пулнă. Хальхи вăхăтра вара чăрмавсем çук. Çулсене те юртан вăхăтра тасатса тăма тăрăшаççĕ. Ку енĕпе малашне татах тăрăшарах ĕçлеме шантараççĕ.

Ытти ыйтусем çине хуравсене çитес номерсенче пичетлĕпĕр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика