АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе пĕтĕмлетнĕ, тĕллевсем палăртнă

26 января 2018 г.

Январĕн 16-мĕшĕнче Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем 2017 çулхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕç. Пĕтĕмлетĕве ирттерме Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин полици начальникĕн çумĕ, полици полковникĕ Александр Николаев килсе çитрĕ. Çавăнпа пĕрлех пĕтĕмлетĕве РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн офицерсен составĕ, район администрацийĕн специалисчĕсем, Комсомольски районĕн прокурорĕ Владимир Николаев, шалти ĕçсен пайĕ çумĕнчи обществăлла совет председателĕ Мария Илларионова тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Чи малтанах пухăннисем умĕнче муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн начальникĕ Ринат Зайнуллин доклад турĕ.

- Уйрăмра иртнĕ çул преступленисен шутне чакарас, обществăри право йĕркелĕхĕпе хăрушсăрлăха тивĕçтерес тата ытти тĕллевсене тĕпе хурса нумай тăрăшнă. Пĕтĕмĕшле илсен, "Комсомольский" уйрăмра регистрациленĕ преступленисен шайĕ пĕлтĕрхинчен 7,2 процент чакнă. Районта пĕлтĕр 141 преступлени регистрациленĕ. Вĕсен шучĕ чакнин тĕп сăлтавĕ - пакунлă çынсем профилактика мероприятийĕсене тивĕçлĕ шайра ирттернинче, - терĕ Ринат Семигуллович хăйĕн докладĕнче.

Çулсем çинчи хăрушсăрлăх пирки те чарăнса тăчĕ пай начальникĕ. "Çынсем вилессине, суранланассине май пур таран чакармалла. Çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăсакан водительсене нимĕнле каçару пулмалла мар", - çирĕп асăрхаттарчĕ вăл. Пĕлтĕр ỹсĕр водительсен айăпĕпе 4 авари пулнă, ỹсĕр 86 водителе административлă майпа айăпланă. Комсомольски районĕнче пулса иртнĕ çул-йĕр инкекĕсен шучĕ 7 процент чакнă. Çул çинче пĕтĕмĕшле 26 инкек пулнă, вĕсенче 4 çын пурнăçĕ татăлнă, 32 çын аманнă.

Канашлура район территорийĕнче наркотикпе, хĕç-пăшалпа çыхăннă преступленисене тупса палăртасси тавра та калаçу пулчĕ. Пĕлтĕр районта наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă виçĕ преступление шута илнĕ. Наркотиклĕ хатĕрсене тухтăр çырса памасăр ĕçнĕшĕн 4 çынна административлă майпа айăпланă. Терроризмран сыхланас тата пĕр-пĕрин хушшинчи тăнăçлăха упрас енĕпе те тимлĕ пулнă. Пĕр çын административлă право йĕркине пăснине тупса палăртнă. Вăл интернетра экстремизм материалĕсене салатнă. Çавăн пекех алкоголь продукцине саккунсăр сутнине тупса палăртнă, 63 литр хаяр шĕвеке туртса илнĕ. Вĕсен тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Граждансене патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтерни кирлĕ шайра пурнăçланса пырать. Тĕслĕхрен, 2017 çулта районта пурăнакансенчен пурĕ 4117 ыйту йышăннă. Пĕрлехи патшалăх порталĕ урлă электронлă мелпе вара 2361 ыйту пулнă. Вĕсене туллин хуравланă.

Тĕп хуламăртан килнĕ хăна полици ĕçченĕсем умĕнчи малашнехи тĕллевсене палăртрĕ. Вăл 2018 çулта преступленисене уçса парас, айăплисене шыраса тупас ĕçсен эффективлăхне ỹстерме хушрĕ. Профилактикăлла ĕçсен кăтартăвĕ ỹсессе шаннине пĕлтерчĕ.

Г.ЗАЙЦЕВА.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика