26 января 2018 г.
Районта пурăнакансемшĕн январь уйăхĕ савăнăçлă самантсемпе пуян пулчĕ. Иртнĕ эрнере çеç Çĕнĕ Шăхран ялĕнче пурăнакан нумай ачаллă çемьене çĕнĕ çуртăн çăра уççине пачĕç, Хирти Сĕнтĕрте "Гигант" стадиона хута ячĕç.
Январĕн 23-мĕшĕнче вара тăлăх ачасене хваттерсем пачĕç. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăх министрĕ Владимир Михайлов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов хутшăнчĕç. Вĕсем çĕнĕ хваттере тивĕçнисене ăшшăн саламларĕç, пурнăçра телей, ăнăçу сунчĕç. Çăра уççисене пĕрерĕн-пĕрерĕн илсе савăнăçлă йăл кулăпа çуталакан çамрăксене тыттарчĕç. Ландыш Сигбатова, Разида Багаутдинова, Андрей Павловский, Евгений Чернов çак саманта, паллах, чылай çул кĕтнĕ. Ку проект "Ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр юлнисене тата тăлăхсене социаллă пулăшу парасси" федераллă саккунпа пурнăçланнă. Программăпа килĕшỹллĕн, районта 2015 çулта 5 ачана, кăçал тăватă çамрăка пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтернĕ. 2018 çулта вара тата тепĕр тăлăха хваттер памалла. Паянхи кунччен черетре 23 тăлăх пулнă. Тĕллев - тата 19 çамрăка пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтересси.
Алăри çăра уççине чи хаклă тупра пек чăмăртанă каччăсемпе хĕрсем хваттерĕсене хаваспах кăтартрĕç. Унта пурте хатĕр ĕнтĕ, сантехникăпа апат пĕçермелли плитана та вырнаçтарнă. Урайĕнче - линолеум. Çутă, таса, ăшă. Паллах, пурăнма куçиччен сĕтел-пукан, техника туянмалла. Ку пĕлтерĕшлĕ-им-ха? Халĕ, пурăнмалли кĕтеслĕ пулас текен чылай çамрăкăн ипотека илме, аякри хулана ĕçлеме çỹреме тивнĕ вăхăтра, пушă хваттер пурри те пысăк савăнăç. Ытти вара пурăна киле пулатех.
"Эпир ку саманта шанчăка çухатмасăр чылай вăхăт кĕтрĕмĕр. Çывăх çыннăмсем те питĕ хĕпĕртерĕç. Хваттерте пĕтĕмпех килĕшет, çутă та илемлĕ вăл", - кăмăллăн калаçрĕ Ландыш Сигбатова. Ачаранах ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр ỹснĕ хĕр хваттершĕн чунтан савăнни куçкĕрет. Кукамăшĕ, Минседе Садрукова, еплерех хĕпĕртенĕ тата? Вăл, мăнукĕн савăнăçне пĕрле пайлама килнĕскер, куççульленмесĕр чăтаймарĕ.
Пурнăçра тăлăхсем хура-шурне сахал мар курнă, ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă. Апла пулин те çывăх çыннисем пăрахман вĕсене, пурнăç çулĕпе тĕрĕс утма пулăшнă. Паян вара вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçланнă, алăра - хваттер уççи. Çĕнĕ вырăнта килĕшỹпе телей, тăнăçлăх хуçаланччăр!
- Паянхи кун пурăнмалли кĕтеслĕ пулни кашни çыншăн çав тери пĕлтерĕшлĕ. Ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасемшĕн пушшех те. Вĕсем хваттерсене тахçантанпах кĕтеççĕ. Ĕмĕт пурнăçланчĕ. Тăлăхсене тимлĕх уйăрнăшăн, ачасене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерме май туса панăшăн Раççей, республика, район ертỹçисене тавах. Пирĕн çеç мар, черетре тăракан ытти тăлăхсен те ĕмĕчĕсем пурнăçланччăр, - терĕ савăнса Андрей Павловскин кукамăшĕ Валентина Константинова.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"