26 января 2018 г.
Чăваш Енре, çавăн пекех пирĕн районта та, январĕн 29 - февралĕн 28-мĕшĕсенче "Снегоход" операци-уйăхлăх иртĕ.
Уй-хир тăрăх юр çийĕн хăвăрт çỹрекен техникăна асăрхаман çын çук та пулĕ. Унпа сунара тухаççĕ, çак агрегатпах йĕлтĕр йĕрĕ хываççĕ. "Хĕллехи уяр кун агрегатпа уçăлса çỹремешкĕн те меллĕ", - теме пă-хкалаççĕ. Çавна май чылайăшĕ унпа çула тухать. Документсем пулмасан ку пысăк йăнăш. Çавăнпа та Чăваш Республикинчи Патшалăх техника надзорĕпе Шалти ĕçсен министерстви пĕрле çулсерен уйăхлăх йĕркелеççĕ. Вĕсем "1" категорие кĕрекен автотранспортпа çỹрекенсем - юр çунасен, мотохатĕрсен, хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсемпе вĕсен прицепĕсен водителĕсем - техника хăрушсăрлăхне епле пăхăннине, çул çинче йĕркене пăсманнине, патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухнине, техникăна регистрациленипе эксплуатацилеме юрани пирки тата ытти кирлĕ документсене пăхма, çав вăхăтра юрăхсăра тухнисене шутран кăларас тĕллевпе çулсерен "Снегоход" операци йĕркелеççĕ. Унсăр пуçне йĕрке хуралçисем хуçисен вĕсене çỹретме ирĕк пуррипе çуккине те тĕрĕслеççĕ, мĕншĕн тесен юр çунасемпе çула тухакансен "А-1" категориллĕ тракторист-машинист удостворенийĕ пулмалла. Сăмах май çакна та палăртам, "1" категорие кĕрекен техника хатĕрĕ çинче огнетушитель, медицина аптечки тата мотошлем пулмалла.
Юр çунасемпе мотохатĕрсене регистрацилесе ĕлкĕрмен пулсан çумăрта машина паспорчĕ, ăна регистрацилени (маларах) çинчен калакан документ, суту-илỹ докуменчĕ тата техника хатĕрне парса-илни çинчен калакан хутсем пулччăр. Саккуна пăсакан хуçасене административлă майпа явап тыттарĕç.
С.КОКАРЕВ,
патшалăх техника надзорĕн аслă инспекторĕ.
Источник: "Каçал Ен"