26 января 2018 г.
Январĕн 23-мĕшĕнче республикăра тата пирĕн районта Пĕрлехи информаци кунĕ пулчĕ. Ĕçлĕ ушкăнсем Аслă Çĕрпỹел тата Кайнлăк ял тăрăхĕсене çитрĕç, ял çыннисемпе, педагогсемпе тĕл пулчĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулне çитнĕ май вĕрентекенсемпе тĕл пулчĕç, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне çулленех яракан Çырăва сỹтсе яврĕç, тĕп темăсене палăртрĕç. Педагогсем уйрăмах Михаил Игнатьев экономика самай çирĕпленни, вĕренỹпе сывлăх сыхлавĕн тытăмĕсем аталанни, халăха социаллă пулăшу парасси вăйланни тата ял хуçалăхĕ пирки каланă сăмахсене ырласа йышăннă. Сăмахран, "Ăслăлăха - шкула" проект малалла та пурнăçланĕ кăна мар, палăрмаллах анлăланни те педагогсемшĕн ырă пулăм. Ун ĕçне хутшăнакан шкулсен йышĕ ỹсет. Проекта пурĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан 85 шкул хутшăнмалла, ку вăл - республикăри кашни пиллĕкмĕш пĕлỹ çурчĕ. Вĕсен йышне пирĕн районти шкулсем те лекеççех.
- Çырура палăртнă тĕллевсемпе тухăçлăн ĕçлесе пырса пысăк çитĕнỹсем тăвасчĕ, - палăртрĕ вăтам шкул директорĕ Светлана Антонова.
Пĕрлехи информаци кунĕнче ял çыннисем тĕрлĕ ыйтăва сỹтсе явнипе пĕрлех вĕсене çитес вăхăтра татса парасса шанаççĕ.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"