АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕршыври туристсене йышăнасшăн

23 января 2018 г.

Шупашкар районĕнчи Станьялта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи туристсене йышăнма пуçласшăн. Унта Таврапĕлỹпе туризм центрĕ ĕçлеме пуçланă.

Ял тăрăхĕ Мускавран Хусана тавар турттаракан купсасем çĕр выртма чарăннипе çеç мар, 18 ĕмĕрте айăпланисене çавăнти хурăнлă çулпа Çĕпĕре ăсатнипе те паллă. Станьялта почта тата ямшăк станцийĕсем те пулнă. Паян ял çыннисем хăйсен тăрăхĕнче Пĕрремĕш Петĕр, Иккĕмĕш Кĕтерне патшасем, Александр Пушкин, Николай Карамзин, Федор Достоевский, Николай Чернышевский, Александр Радищев çыравçăсем чарăннине мăнаçланса пĕлтереççĕ. Александр Пушкин çĕр выртнă хыççăн ялта ун сăнлă ачасем çуралма тытăннă имĕш.

Аваллăхпа мăнаçланакан ял халăхĕ почта тата ямшăк станцийĕсене çĕнĕрен çĕклесе лартасшăн. Вырăнти краеведенипе туризм центрĕ ял çыннисем тата Шупашкарти аслă шкулсем панă экспонатсемпе самай пуянланнă.

Вырăс географи пĕрлĕхĕ те станьялсене пулăшма хатĕррине пĕлтернĕ. Чăваш Енри таврапĕлỹçĕсен пĕрлĕхĕн пуçлăхĕ Сергей Сорокин хăйне евĕр вырăна туристсем чăваш халăхĕн сăвар-пăлхар-чăваш историйĕпе паллашма килессе шанать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика