23 января 2018 г.
Кăрлачăн 19-мĕшĕнче Шупашкарти Яков Ухсай ячĕллĕ культура керменне журналистсемпе издательсем, полиграфи ĕçченĕсем Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене паллă тума пуçтарăнчĕç. Уява регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР информаци политикин министрĕ Александр Иванов, Чăваш Енри журналистсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Валерий Комиссаров тата ыттисем те пуçтарăннă.
Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче пичет ĕçĕнче тăрăшакансене мухтарĕ, халăх патне хыпарсене вăхăтра тата тивĕçлĕ шайра çитернишĕн тав турĕ.
- Регионта пулса иртекен пулăмсем çинчен туллин çутатса паратăр, халăха тĕрĕс информаципе тивĕçтеретĕр. Республикăра социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕ кирлĕ пек шайра йĕркеленсе пытăр тесе те эсирех тăрăшатăр, - терĕ вăл калем ăстисен ĕçне пысăка хурса.
Пуçлăх ĕçлекен çын яланах сумра пулнине, вăл хисепе тивĕççине те палăртрĕ. Çавна май хаçат страницисемпе телеэкрансем çинче ытларах ĕçлекен çынсене кăлармаллине каларĕ.
- Республикăри мĕнпур журналистсене хыпарсене вăхăтра тата çỹллĕ шайра çутатса панăшăн мухтаса тав сăмахĕсем калатăп. Чи пахи - Раççейре, регионта пулса иртекен пулăмсене МИХсенче тăрăшакансем хапăл тусах хутшăнаççĕ, хыпарсене кăсăклă калăпласа халăх патне илсе çитерессишĕн çине тăрсах ĕçлеççĕ, - терĕ Александр Иванов министр.
Сăмах май каласан, Чăваш Республикинчи МИХсенче тăрăшакан 10 организаци 2017 çулта прессăн ылтăн фондне кĕнĕ, кăçал вара çак кăтарту 9-а çитнĕ. Наци кĕнекисене калăплас ыйту та кун йĕркинче. Сăмахран, 2017 çулта Чăваш кĕнеке издательстви 101 тĕрлĕ кĕнеке халăх патне çитернĕ. Вĕсем çынсене питĕ килĕшеççĕ.
Ĕçре çитĕнỹсемпе палăрнă перо ăстисене патшалăх наградисем парса чысларĕç. Паллă артистсем шăрантарнă юрăсем кăмăлсене çĕклерĕç, ачасем хатĕрленĕ ташăсене курни вара чунсене килентерчĕ.
А.ДЕНИСОВА.
Источник: "Каçал Ен"