19 января 2018 г.
Иртнĕ юнкун районта Чăваш Республикин тĕп федераллă инспекторĕ Геннадий Федоров, Чăваш Республикин вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алевтина Федорова, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Татьяна Рябинина пулчĕç. Вĕсем район ертỹçисемпе Хасиятулла Идиатуллинпа тата Александр Осиповпа тĕл пулчĕç. Район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче канашлăва хутшăнчĕç. Чи малтанах пухăннисем ял хуçалăх потребительсен кооперативĕсене патшалăх мĕнле пулăшу кỹнине, ăна камсем илме пултарнине сỹтсе яврĕç. Кун пирки Татьяна Александровна тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Юлашки çулсенче кооперативсене пулăшу кỹресси чăннипех те тухăçлă пурнăçланса пырать. Сăмахран, пĕлтĕр районти "Агромол" кооператив пурлăхпа техника никĕсне пуянлатма 19,7 млн тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Паянхи куна "Агромол" ССППК халăхран тата хуçалăхсенчен сĕт пуçтарать, унран тĕрлĕ сĕт-çу варĕ хатĕрлет, ыттине сутлăха ярать. Вĕсен продукцине районти суту-илỹ лавккисенче туянма май пур. Ыттисен те пуçаруллăскерсенчен тĕслĕх илсе кооперативсем йĕркелемелле, патшалăх пулăшăвĕпе тĕллевлĕ усă курмалла.
Алевтина Федорова районти вĕренỹ учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Тĕп ыйту - тăван тата патшалăх чĕлхисене шкулсенче вĕренесси. Çакă юлашки вăхăтра чăннипех те нумай ыйту çуратрĕ пулин те, паянхи куна лару-тăрăва уçăмлатнă: ашшĕ-амăшĕ ача мĕнле чĕлхе вĕренессине суйласа илнĕ, заявленисем çырнă. Педагогсем те ĕç планĕсене улăштарнă, ашшĕ-амăшĕн, ачасен кăмăлĕсене шута илнĕ.
Геннадий Федоров канашлура сỹтсе явнă ыйтусене чăрмавсемсĕр татса памаллине пĕрре кăна мар каларĕ.
Ĕçлĕ ушкăн канашлу хыççăн вăй илсе аталанакан "Агромол" ССППК-ра пулса курчĕ, унти ĕç-хĕлпе паллашрĕ.
- Хальлĕхе кооперативра 100 ытла çын тăрăшать. Пирĕн тĕллев - малашне производствăна пысăклатасси, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçасси, халăха паха продукципе тивĕçтересси, - пĕлтерчĕ кооператив директорĕ Минсихат Хайртдинов.
А.АНТОНОВА
Источник: "Каçал Ен"