АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сахал тупăшлисене - пулăшу

16 января 2018 г.

- Пирĕн пурăнма кирлĕ пĕчĕк виçерен сахалтарах тупăш илекен çынсен шутне, чухăнлăха чакарассипе малалла ĕçлемелле, мĕншĕн тесен вĕсем нумайланни общество тăнăçлăхĕ тата пĕрлĕхĕ умне хăрушлăх кăларса тăратаççĕ, - тенĕ Президент "Единая Россия" партин XVII съездĕнче тухса калаçнă май. Владимир Путин сăмахĕсем яланах ĕçĕпе тỹр килеççĕ. Иртнĕ çулпа çĕнĕ çул тапхăрĕнче Раççей Президенчĕ кăларнă саккунсем Раççейри чылай çыннăн социаллă пурнăç шайне лайăхлатаççĕ. Чи пĕлтерĕшлисене пăхса тухар-ха.

Ĕç укçин чи пĕчĕк виçине ỹстернĕ

Кăçалхи январь уйăхĕнчен чи пĕчĕк ĕç укçин виçи 9489 тенке çитнĕ. Ку вăл - ĕçлеме пултаракан халăхăн пурăнмалли виçин 85 проценчĕ. 20 процент ỹснĕ (7800 тенкĕрен 9489 тенке çитнĕ).

Çакă мĕне пĕлтерет-ха?

Чи пĕчĕк ĕç укçи ỹсни шалăва витĕм кỹрет. Вăй хуракансен уйăхри шалăвĕ чи пĕчĕк ĕç укçинчен сахал пулмалла мар. Çакă 9489 тенкĕрен сахалтарах илекенсене пырса тивет.

Чи пĕчĕк ĕç укçине ỹстерни вăхăтлăха вăй хуманнисене, йывăр çын хĕрарăмсене тата çуратнăшăн, çавăн пекех урăх тĕллевпе обязательнăй страхованипе паракан ытти пособисене те пысăклатма май парать.

Ача кĕтнĕ тата çуратнă вăхăтра паракан пособин пĕчĕк стандартлă (140 кун) виçи январĕн пĕрремĕшĕнчен 43675 тенкĕ (2017 çулта - 35901 тенкĕ) пулать.

Пепке 1,5 çул тултариччен уйăхсерен паракан чи пĕчĕк пособи (кăçалхи январь уйăхĕнчен отпуска кайнă пулсан) 3796 тенкĕпе (2017 çулта - 3066 тенкĕ) танлашать.

Ача амăшĕн капиталĕн программине малалла тăснă

Ача амăшĕн капиталĕн федераллă программине 2021 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тăснă. Унпа усă курассине те анлăлатнă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен йывăр шăпаллă çемьесем, икĕ ачаллисем капитал укçи-тенкине уйăхсерен 8910-шар тенкĕ илсе тăма та пултараççĕ. Е ăна шкул çулне çитичченхи пĕлỹ илнĕ, урăхла каласан икĕ уйăхри ачана малалла çитĕнтернĕ çĕре яма ирĕк пур.

2007 çултанпа Чăваш Енре ача амăшĕн капиталĕн сертификатне 80 пин ытла çемье илнĕ. Ача амăшĕн капиталĕн виçи 453 пин тенкĕпе танлашать.

Çавăн пекех федераллă капитал çумне 100 пин тенкĕ хушса параççĕ. Ку укçа-тенкĕпе паянхи куна 10 пин ытла çемье усă курма пултарать.

2012-2017 çулсенче республика капиталĕ 4,6 пин çемьене 385 миллион тенкĕлĕх усă кỹнĕ. Кăçал çак савăнăçа пайлама 196,8 миллион тенкĕ хывнă. Маларах шутласа пăхнă тăрăх, ăна 2000е яхăн çемье илĕ.

Пĕрремĕш ача çуратакансене те пулăшу кĕтет

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пĕрремĕш ача çуратакансем е усрава илекенсем уйăхсерен паракан адреслă пулăшу илме пултараççĕ. Çемьери кашни çыннăн тупăшĕ 13995 пин тенкĕрен иртменнисене тивĕçет вăл. Тĕслĕхрен, çемьери виçĕ çыннăн пĕрлехи укçи 41985 тенкĕрен иртмелле мар. Çакăнта ĕç укçи, премисем, пенси, социаллă пулăшу, стипенди, компенсаци, алимент тата ытти тупăш та (налук тытăничченхи) кĕреççĕ.

Чăваш Енре пĕрремĕш ача хыççăнхи тỹлеве 4,5 пин çемье илмелле. Çак тĕллевпе бюджета 143,5 миллион тенкĕ укçа хывнă. Кашни уйăхри тỹлев 8910 тенкĕпе танлашать.

Тахçанхи парăмсемпе штрафсене шутран кăларĕç

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2017 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнче ирттернĕ пресс-конференцире нумай çул налук парăмĕсемпе татăлайман хăш-пĕр граждансемпе уйрăм хуçалăх ертỹçисен парăмĕсене каçарасси çинчен сăмах хускатнăччĕ. Раштавăн 28-мĕшĕнче вара Раççей Президенчĕ ку ыйтупа ятарлă саккуна алă пусса çирĕплетнĕ. Унта транспорт, харпăр пурлăхшăн тата çĕршĕн тỹлеймен налуксене шутран кăлармаллине, урăхла каласан, вĕсенчен хăтарасси пирки пĕлтернĕ.

Налукăн вăхăтра парса татайман пайĕ 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен кĕрет. Çавăн пекех ỹснĕ пенин парăмне те кĕртмелле. Çак хушăва налук органĕсем йышăну кăларнă таранах шута хумалла. Çакăнта уйрăм предпринимательсем тата çак статуса çухатнисем те кĕреççĕ.

Республикăра налукăн пĕтĕмĕшле парăмĕ - 126,6 миллион тенкĕ. Вăл шутран 57,6 миллион тенки харпăр пурлăх налукĕ шутланать. Уйрăм предпринимательсен парăмĕ вара - 69 миллион тенкĕ.

Кун пек йышăну парăма кĕрсе ỹкнĕ хăш-пĕр çынсен пурнăçне лайăхлатĕ. Ку вăл Раççей Президенчĕ В.Путин Çĕнĕ çул умĕнех алă пуснă саккунсенчен пĕри, халăхăмăршăн пысăк парне пулчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика