16 января 2018 г.
Январĕн 20-мĕшĕнче Комсомольски вăрманĕнче республика шайĕнчи пысăк ăмăрту иртет. Кăçалхипе ăна иккĕмĕш хут йĕркелеççĕ. Йĕлтĕрпе чупма кăмăллакансем районта çуралса ỹснĕ спортсменсен Рафикпа Рашид Тимергалеевсен парнисене çĕнсе илессишĕн старта тухĕç. Икĕ пĕртăван йĕлтĕрпе чупса сахал мар çитĕнỹ тунă. Унпа пĕрлех çамрăк спортсменсем те хатĕрленĕ.
Старта арçынсем, хĕрарăмсем тухма пултараççĕ. Арçынсем, ỹсĕмне кура, 5 км тата 3 км дистанцире, хĕр-арăмсем 3 км тат 2 км дистанцисенче тупăшĕç.
Заявкăсене январĕн 19-мĕшĕнче 12 сехетчен ketnesports@yandex.ru почтăна ярса памалла.
Январĕн 20-мĕшĕнче ăмăртăва хутшăнакансене 9 сехетре регистрацилеме пуçлаççĕ, 10.40 сехетре турнира савăнăçлă лару-тăрура уçаççĕ. Пурне те йĕлтĕр çине тăрса тупăшăва хутшăнма чĕнетпĕр.
И.ЕГОРОВ.
Источник: "Каçал Ен"