16 января 2018 г.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçсĕр çынсемпе тĕрлĕрен мероприятисем ирттерет. Хальхи вăхăтра кунта ĕçсĕр тăрса юлнă, ачана 3 çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнĕ тата декрет тапхăрĕ вĕçленсен ĕçе тухма шухăшлакан хĕрарăмсем професси тата хушма пĕлỹ илме пултараççĕ.
Центр урлă вĕренекенсен пĕлỹ илнишĕн укçа тỹлемелле мар. Çакна та палăртмалла - вĕренекенсене стипенди тата çул çинче тăкакланă укçа-тенке каялла тавăрса параççĕ. Хальхи вăхăтра центрта 2018 çулта оператора, чĕрне сервисĕн специалистне, чĕрне тăвакан мастера, парикмахера, повара, кондитера, персоналпа ĕçлекен специалиста, тракториста тата хуралçа вĕренес кăмăллисене йышăнаççĕ. Маларах флорист пĕлĕвне илнисем вара квалификацине (дизайнер, художник, ИЗО учителĕ, биологи е кĕçĕн классен вĕрентекенĕ) ỹстерме пултараççĕ. Тĕплĕнрех 8(83539)5-13-79 номерпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать. Пирĕн адрес: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29 çурт.
Е.ЖУКОВА,
директор тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.
Источник: "Каçал Ен"