16 января 2018 г.
Январĕн 12-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче "Раштав парни" ыркăмăллăх концерчĕ иртрĕ. Концерта Раççейри Ырă тăвакансен (волонтерсен) тата Чăваш Енри И.Я.Яковлев çулталăкне халалларĕç.
Ыркăмăллăх уявне Александр Спиридонов иерей, районти ветерансен канашĕн председателĕ Юрий Тимофеев, РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Ирина Белобаева хутшăнчĕç. Вĕсем пухăннисене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, тулли телей, иксĕлми вăй-хал сунчĕç.
Куракансене "Кубняночка" халăх вокал ансамблĕ янăравлă юрăсемпе савăнтарчĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн кадет класĕнче пĕлỹ пухакансем илемлĕ ташă парнелерĕç. Районти искусство шкулĕн вĕренекенĕсемпе педагогĕсем, "Çăлкуç" (Асанкасси), "Телей" (Комсомольски) вокал, "Шурăмпуç" фольклор ансамблĕсем (Çĕнĕ Мăрат), Ольга Буслаева, Арина Никифорова шăрантарнă юрăсене куракансем хапăлласах йышăнчĕç. Александр Гавриков, Алевтина Трофимова, Анастасия Чипчигина та савăк кăмăл парнелерĕç.
Уява хутшăннă коллективсене, уйрăм юрăçсене Хĕл Мучипе Юр пике парнесем парса хавхалантарчĕç. Ырă тăвакансен тата И.Я.Яковлев çулталăкне ырă çул сунатпăр. Кăçал пĕр-пĕрне ытларах алă парса пулăшар, савăнтарар. Ырă туни ырăпах таврăнать.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"