16 января 2018 г.
Вăхăт тĕлĕнмелле хăвăрт шăвать. Акă, Автан çулĕ хыçа юлчĕ, Йытă çулĕн малтанхи кунĕсем те сисĕнмесĕрех иртеççĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче республикăри пур массăллă информаци хатĕрĕсен, издательство тата полиграфи ĕçченĕсем Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене уявлаççĕ. Журналистсен уявĕ умĕн Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов вырăнти "Каçал ен" хаçат редакцийĕн коллективĕпе тĕл пулчĕ.
- Чăн-чăн ăста аллинче сăмахпа калем пархатарлă вăй пулса тăраççĕ. Сире, хăвăр ĕçĕре чунтан парăнса пурнăçлакансене, çирĕп тĕллевлĕ, тỹрă кăмăллă, уçă чунлă пулнăшăн, пахалăхлă тата тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тăватăп. Эсир яланах малти ретре, сире пула республикăра уçă информаци политики тухăçлăн пурнăçланать. Хăвăр ĕçĕре юратăр, яланах çĕннине шырăр. Çĕнĕ çĕнтерỹсемпе çĕнĕ çитĕнỹсем сунатăп сире! - ăнăçу сунчĕ Александр Николаевич, ĕçченсене Çĕнĕ çул, Раштав тата професси уявĕсем ячĕпе ăшшăн саламласа, коллектива Тав хучĕ парса чысларĕ. Ку вара - хаçатра тăрăшакансен ĕçне пысăк хак пани, сума суни.
Уяв - ăшă сăмахсем каласа юрласа ташлани кăна мар, вăл - хыçа юлнă çулталăка пĕтĕмлетни, пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тунине тепĕр хут тишкерни тата тĕллевсене палăртни те. Çавра сĕтел хушшинче икĕ енлĕ калаçу кăмăллă лару-тăрура иртрĕ. "Каçал ен" хаçатăн тĕп редакторĕ Любовь Шуряшкина сумлă хăнана редакци ĕçĕ-хĕлĕпе тата кăларăмсен тиражĕсене упраса хăварса вĕсене ỹстерес тĕллевпе пурнăçланă ĕçсем пирки каласа пачĕ, вăхăт тупса хисеплесе килнишĕн ăшшăн тав турĕ.
Журналистсем район ертỹçипе кашнине кăсăклантаракан çивĕч ыйтусене сỹтсе яврĕç, çавна май малашнехи çĕнĕ материалсемпе проектсем валли пĕлтерĕшлĕ темăсем те тупăнчĕç.
А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"