АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç ветеранĕ пурнăçра телейлĕ

12 января 2018 г.

Сисĕнмерĕ те, хыçа тепĕр çул, пуçтах автан çулталăкĕ, тăрса юлчĕ. Паллах, иртнĕ çул кашниншĕн тĕрлĕрен килчĕ пулĕ, апла пулин те вăл Тукай ялĕнче пурăнакан Клавдия Алексеевна Константинова асĕнче чылайлăха ырă пулăмпа асра юлĕ. Çĕнĕ çул умĕн ĕç ветеранĕ 90 çулхи юбилейне тулли кĕрекере паллă турĕ.

Çак ятпа Раççей Президенчĕ Владимир Путин салам çырăвĕ те янă. Ăна Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕн мăшăрĕ патне райадминистрацин информаци, культурăпа архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Светлана Долгова, Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева, "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Михаил Афанасьев илсе çитернĕ.

Клавдия Алексеевна Патăрьел районне кĕрекен Нăрваш Шăхаль ялĕнчи нумай ачаллă çемьере çуралса ỹснĕ. Унăн аш-шĕпе амăшĕ ĕмĕрĕпе колхозра ĕçленĕ, хĕрача вара кун-çул парнеленĕ çывăх çыннисене пултарнă таран пулăшма тăрăшнă. Клавье шкулта аван вĕреннĕ, учитель профессине алла илес ĕмĕт-тĕллевпе пурăннă. Çичĕ класс пĕтернĕ хĕр педагогсене вĕрентекен училищĕне çул тытнă.

Вăрçă. Куççульпе тата хуйхăпа тулнă кунсем, çулсем... Вăрçă хыççăн вăл Аслă Арапуç ялĕнчи крахмал заводĕнче ĕçлекен Дмитрийпе паллашать те часах икĕ çамрăк пĕрлешсе çемье çавăрать. Телейлĕ, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан мăшăр икĕ ачана кун çути парнелет. Тĕпренчĕкĕсене Клавье аппапа Мĕтри тете ĕçе юратма вĕрентнĕ, тĕрĕслĕх пирки манмалла маррине те астутарсах тăнă. Клавдия Константинова хăй ĕмĕрĕнче миçе ачана алла ручка тытма, саспаллисемпе цифрăсем çырма, вулама-шутлама вĕрентмен-ши?!Пĕрремĕш хут парта хушшине ларакан шăпăрлансем-шĕн вăл тăван амăшĕ пекех пулнă. Тарават та уçă кăмăллă, юратнă вĕрентекенĕ пирки вĕсем манмаççĕ, май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ, сывлăхĕпе, ĕç-хĕлĕпе кăсăкланаççĕ. Çакă ялти сумлă ватта питĕ савăнтарать. Хăйне манманнишĕн, хисепленишĕн вăл вĕсене тав сăмахĕ калать. Паянхи кун Клавдия Алексеевна 5 мăнукĕпе тата вĕсен 14 ачипе чунтан савăнать. - Эп телейлĕ, - тет вăл хăй пирки яланах.

А.ДЕНИСОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика