АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ укçасем Чăваш Ене çитнĕ

12 января 2018 г.

Нумаях пулмасть Раççейре 200 тата 2000 тенкĕллĕ укçасем çаврăнăша кĕнине пĕлтернĕччĕ. Çĕнĕ банкнотăсем Чăваш Ене те çитнĕ.

Республика çыннисем унпа усă курма пуçланă. 200 тенкĕлли 50, 100, 500 тен-кĕллисемпе пĕр калăпăшлă. 2000 тенкĕ вара 1000 тата 5000 тенкĕллисемпе пĕр пек. Çĕнĕ купюрăсем сувенир евĕр мар, вĕсен тиражĕ те чикĕленмен. Вĕсене çаврăнăшра кирлине кура кăларĕç. Банкнотăсем - таваршăн тỹлемелли укçа. Вĕсене кирек мĕнле лавккара та, предприятире те йышăнмалла.

Аса илтерер, çĕнĕ укçасем Раççейре иртнĕ çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнче çаврăнăша кĕнĕ. Вĕсем çине ỹкернĕ символсене сасăлав мелĕпе суйланă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика