12 января 2018 г.
Январĕн пĕрремĕш вунăкунлăхĕнче Раççейре, Чăваш Енре, çав вăхăтрах пирĕн районта та Спортпа сывлăх декади иртрĕ. Ачасемпе аслисем йĕлтĕрпе тата конькипе ярăнса, хоккей, волейбол, дартс вăййисене выляса киленнĕ, хутăш ăмăртусенче пĕр-пĕринпе кĕрешнĕ.
Акă, январĕн 2-мĕшĕнче Кĕçĕн Çĕрпỹел ял культура çуртĕнче Василий Арсентьев ячĕпе сĕтел çи теннис турнирне йĕркеленĕ.
Василий Арсентьев "Красный Октябрь" колхоза 30 çул ертсе пынă. Колхоз хăй вăхăтĕнче районта кăна мар, республикăра та малтисен йышĕнче шутланнă. Çавна май председатель пĕрре мар ЧАССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата Ленин орденĕсене парса чысланă. 1977 çулта Василий Афанасьевич "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Турнир умĕн Кĕçĕн Çĕрпỹел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев пухăннисене Василий Арсентьев пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Василий Афанасьевичăн ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсем те мероприятие килнĕ. Татьяна хĕрĕ çак уявшăн организаторсене тав тунă, спортсменсене вара вăйăра ăнăçу суннă.
Вăййа пурĕ 20 çамрăк хутшăннă. Шкул çулĕнчи спортсменсем хушшинче малти вырăнсене Олег Егоров, Даниил Егоров, Роман Афанасьев тивĕçнĕ пулсан, аслă çулсенчисем хушшинче Хирти Шăхасанта пурăнакан Владимир Школьников, Йăвашкел ялĕнчи Руслан Кольцов тата Комсомольскинчи Ростислав Романов 1, 2 тата 3-мĕш вырăнсене алăран вĕçертмен.
Январен 3-мĕшĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсемпе вĕренỹ учрежденийĕсен ертỹçисем тата "Кĕтне" ФСК ĕçченĕсем хушшинче район администрацийĕн пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн волейбол ăмăртăвĕ иртнĕ. Хĕрỹ тупăшура "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕн команди мала тухнă.
- Спорта аталантарассипе тата сывлăха çирĕплетессипе йышăннă кунсем вăхăтĕнче йĕркеленĕ волейбол турнирĕ активлă пурнăç йăли-йĕркине тытса пыма пулăшать. Çакăн евĕр турнирсене малашне те час-часах ирттерĕпĕр, - тет "Кĕтне" ФСК директорĕ Иван Егоров.
Январĕн 4-мĕшĕнче "Кĕтне" ФСКра "Раштав тĕлпулăвĕ" ăмăрту иртнĕ. Район администрацийĕнче тăрăшакансем çак кун дартс вăййи вылянă, канат туртса вăй виçнĕ, каярах ĕçченсем шывра хăвăрт ишессипе иртнĕ эстафетăна та кăмăллăнах хутшăннă. Дартс вăййинче финанс уйрăмĕн ĕçченĕсем хастарлăхпа палăрнă пулсан, шывра ишсе вара информаци, культурăпа архив пайĕн специалисчĕсем мала тухнă. Канат туртса малти вырăна экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн тата нумай функциллĕ центрăн ĕçченĕсенчен йĕркеленнĕ хутăш ушкăн çĕнсе илнĕ. Тĕлпулу хаваслă, çав вăхăтрах сывлăхшăн питĕ усăллă иртнĕ.
Хĕлле йĕлтĕрпе тата конькипе ярăнма питĕ аван. Уçă сывлăшра çỹрени кăмăла уçать. Ял тăрăхĕсенче хута кайнă кану вырăнĕсем, тĕслĕхрен, уçă хоккей коробкисем, сывлăха çирĕплетме пулăшаççĕ. Вĕсенче мĕн чухлĕ турнир иртрĕ пулĕ?!
Сăмахран, январĕн 5-мĕшĕнче Çĕнĕ Кипеç ялĕнче Николай Можаев спортсмена халалласа хоккей турнирĕ йĕркеленĕ. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов çамрăк спортсменсене сезон уçăлнă тата уявсем ячĕпе ăшшăн саламланă, хоккеистсене вăйăра ăнăçу суннă. Малтанах Нĕркеç тата Çĕнĕ Кипеç ялĕсен вĕренекенĕсем шайбăна "хăваланă". Çĕнтерỹçĕ ята, паллах, кашнин тивĕçес килет, анчах та хальхинче ăнăçу Нĕркеçсем майлă пулнă.
Часах пăр çине малти вырăнсене йышăнассишĕн Патăрьелĕнчи Аслă Арапуç, Нĕркеç, Çĕнĕ Кипеç тата Хирти Сĕнтĕр ялĕсен командисем тухнă. Турнир хăнисем хĕрỹ тупăшура пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ, иккĕмĕш вырăна Çĕнĕ Кипеçсем алăран вĕçертмен, виççĕмĕшĕсем вара - Нĕркеçсем. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене Хисеп грамотисемпе тата хаклă парнесемпе чысланă, пăр çине тăнă кашни хоккеиста асăнмалăх парнесем парса хавхалантарнă.
Январĕн 6-мĕшĕнче Раштав Кубокне çĕнсе илессишĕн хĕрỹ тупăшу иртнĕ. 24-мĕш хут иртекен Раштав турнирне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдинов, Комсомольски район ентешлĕхĕн председателĕн çумĕ А.Капитонов, район ер-тỹçисем А.Осиповпа Х.Идиатуллин уçнă.
Волейбол турнирне пурĕ 8 команда хутшăннă. Çурма финалистсене палăртнă хыççăн Комсомольскинчи "Кубня", Чĕчкенри "Чĕчкен" ("А" ушкăн), Урмаелĕнчи "Урмай" тата Тукай Мишерĕнчи "Тукай-1" ("Б" ушкăн) командăсем тĕп парнене çĕнсе илессишĕн хастар тупăшнă. Ăмăртура "Кубня" ушкăна çитекенни пулман, вĕсем - çĕнтерỹçĕсем тата Кубок хуçисем. "Урмай" команда - иккĕмĕш, "Тукай-1" - 3-мĕш вырăнта.
Сывлăхпа спорт декади ỹт-пỹпе сывлăхшăн усăллă иртнĕ, унта кашни хутшăнса кăмăлĕсене уçма пултарнă. Спорт этеме тус пултăр, кăмăл-туйăм уçăлтăр!
А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"