АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайăксене пулăшар

29 декабря 2017 г.

Кайăксене хĕлле йывăр

- Юр хупланă таврана.

Вĕсем валли сырăш тăвăр,

Чĕнĕр, кĕтĕр хăнана!

- Урамра хĕл кунĕ хуçаланать. Тулта сивĕ. Пирĕн тăрăхра хĕл каçакан кайăксене çак кунсенче питĕ йывăр, вĕсен шурă шупăр айĕнчен апат тупмашкăн май çук, - терĕ пĕррехинче Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Светлана Геннадьевна Игонина.

1-мĕш "а" класра пĕлỹ илекен ачасем класс ертỹçинчен кайăксене епле пулăшма пулни çинчен ыйтрĕç.

- Сырăш туса ăна йывăçсем çумне çакмалла, унта çăкăр таткисемпе тырă хума манмалла мар, - ăнлантарчĕ вĕрентекен шăпăрлансене.

Çак кунсенче вара вĕсем илемлĕ сырăшсене урама илсе тухса вырнаçтарчĕç. Ачасем унта кĕçĕн туссем валли тĕрлĕ апат хумашкăн та манмарĕç. Ырă ĕç туни ачасен кăмăлне савăнтарчĕ, вĕсем пурте хĕпĕртерĕç.

Юлташсем, эсир те çунатлă туссем пирки ан манăр, вĕсене пулăшăр!

П.РОДИОНОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика