АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çула çул пачĕç

29 декабря 2017 г.

Çĕнĕ çул тата Раштав - çулталăкри чи пысăк та хаваслă уявсем. Вĕсене ачасем кăна мар, аслисем те чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çĕнĕ çул асамĕ кашнинех тыткăнлать, чунра савăнăçлă та ырă туйăмсем вăратать. Чăрăш капăрлатни, уява хатĕрленни, каярах вара елка тавра çаврăнни кашни ача асĕнче яланлăха юлать.

Акă, декабрĕн 26-мĕшĕнче ял тăрăхĕсенчи культурăпа кану центрĕсенче ĕçлекенсем, Хĕл Мучипе Юрпике тата юмахри ытти персонажсен тумĕсене тăхăнса, район центрĕнчи капăр чăрăш тавра тăрса мĕнпур халăха уявпа саламларĕç. Уяв уçăлнине курма аслисемпе кĕçĕн çулхи туссем те чылайăн килнĕ. Пухăннисем малтанах симĕс чăрăш тавра тăрса юрларĕç, ташларĕç, вăйăсем пирки те манмарĕç. Юрпикесемпе Хĕл Мучисем, Юр пĕрчи, юмахри ытти персонажсем юрă саламĕсемпе тухрĕç, çĕнĕ çул кашниншĕн ырă, савăнăçлă кунсемпе пуян пултăр терĕç. Часах сцена çине тĕп Хĕл Мучи тухрĕ, ăна Çĕнĕ çул уявĕсене ирттерме ирĕк паракан сертификат пачĕç.

Çулталăкĕпе хăйсене лайăх тытнă шăпăрлансем пирки те манман Хĕл Мучи. Кăçалхи çулăн маттурĕ вара Александровка тĕп шкулĕнче 2-мĕш класра вĕренекен Артем Миговоров пулчĕ. Çĕнĕ çулăн тĕп хуçи ăна инçетри çурçĕртен илсе килнĕ кучченеç пачĕ, "яланах маттур пул, аçупа аннỹне итле, аслисене хисепле", - терĕ.

Çĕнĕ çулхи персонажсем курма килнĕ халăхăн кăмăлĕсене вăйă картинче уçрĕç. Чи паттăр, чи лайăх ташлакан Хĕл Мучисене те тупрĕç çак кун, вĕсене парнепе чысларĕç, уява аван ирттерме сунчĕç.

Юрă-ташăра халăх хастар пулчĕ, уяв программи юрăсемпе, вăйă-кулăпа пуянччĕ. Пухăннисен кичемленме вăхăт пулмарĕ, вĕсем елка тавра тулли кăмăлпа çаврăнчĕç. Çĕнĕ çула та çапла аван ирттермелле пултăр, çулталăкĕ вара ырă пулăмсемпе кăна палăртăр. Сарă йытă этеме тус-юлташ пултăр, савăнăçлă хыпарпа тивĕçтерсех тăтăр.

Раштав - Христос çуралнă кун - христиансемшĕн чи паллă кунсенчен пĕри. Православи тĕнне тытса пыракансем ăна январĕн 7-мĕшĕнче уявлаççĕ. Раштав уявĕ ячĕпе январĕн 8-мĕшĕнче Комсомольски чиркĕвĕнче ашшĕ-амăшĕпе ачасем валли уяв пулать. 8.30 сехетре чиркỹре литурги пуçланать. Каярах ачасем юрлаççĕ, вăйăсем выляççĕ. 10 сехетре вара Раштав елки пуçланать.

- Пысăк та сăваплă уява пурне те хапăлласах кĕтетпĕр. Ачасемпе пĕрле литургие килсессĕн питĕ аван пулмалла. Раштав уявĕнче пĕрле пуçтарăнса савăнар, - терĕ Александр Спиридонов иерей.

А.ИСАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика