29 декабря 2017 г.
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен Полина Романова Санкт-Петербург хулинче художество гимнастики енĕпе Хĕл мучи призне çĕнсе илессишĕн иртнĕ турниртан виççĕмĕш вырăнпа таврăнчĕ.
Хĕрача художество гимнастика секцине виççĕмĕш çул анчах çỹрет-ха, апла пулин те çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвать.
- Эрнере виçĕ хутчен Йĕпреçри "Ритм" спортклуба çỹретпĕр. Художествăлла гимнастика вăрттăнлăхĕсемпе Полинăна унта Т.Ю.Лосева тренер паллаштарать. Вăл тăрăшнипех хĕрĕмĕр республика шайĕнче иртнĕ ăмăртусенчен малти вырăнсемпе таврăнать, - теççĕ Надеждăпа Павел Романовсем.
Уçă турнирта çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчи 2002-2013 çулсенче çуралнă спортсменсен ăсталăхне тĕрлĕ енлĕ кăтартма тивнĕ. Полинăн пултарулăхне жюри пысăк хак панă, вăл виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Чăваш хĕрне Дипломпа медаль парса чысланă, Хĕл Мучи ăна хăйĕн кучченеçне парнеленĕ.
Полина питĕ маттур хĕрача, вăл спортра кăна мар, вĕренỹре те хастар, "пиллĕк" паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Класра, шкулта, шкул тулашĕнче ирттерекен мероприятисене те яланах хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Интернетра иртекен олимпиадăсенче унăн ĕçĕсене Дипломсемпе грамотăсем парса хаклаççĕ.
Романовсем - спортпа туслă çемье. Вĕсем хăйсем те районта иртекен ăмăртусенчен юлмаççĕ. Мăшăр ывăлпа хĕр çитĕнтерет. Ывăлĕ Ростислав, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн 10-мĕш класĕнче ăс пухаканскер, ытларах баскетбол, волейбол вăййисене кăмăллать. Çитĕнỹ те чылай унăн, Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсен, медальсен шучĕ те çук. Республикăра баскетбол тата волейбол енĕсемпе 1-мĕш вырăн çĕнсе илсе Раççей шайĕнче иртекен ăмăртусене хутшăнма тивĕç пулнă.
Е.ПУШКАРЕВА,
вĕрентекен.
Источник: "Каçал Ен"