29 декабря 2017 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттернĕ кăçалхи юлашки планеркăра çулталăка пĕтĕмлетнĕ. Кăтартусем малашлăха шанăçпа тинкерме май параççĕ. Пĕтĕм тĕнчипе хуçаланакан кризис, "партнерсем" тăратнă санкцисем Раççейĕн, Чăваш Енĕн экономикине аркатаймарĕç тата вăйсăрлатаймарĕç.
Пирĕн республика Раççейри чылай регионтан, федерацин Атăлçи округĕнчи регионсенчен чылай енĕпе лайăхрах ĕçлерĕ. Промышленноç производстви, ял хуçалăхĕ ỹсĕмлĕ пулчĕ. Республика ертỹçисем тата ĕçченĕсем, тăван халăхăмăр Чăваш Ен экономики лайăхланнине çирĕплетекен цифрăсене ỹстерессишĕн ырми-канми тăрăшрĕç. Ỹсĕмлĕ кăтартусем федераци центрĕнчен пулăшса пымасан пулмаççех.
Чăваш Ен, ытти регионсем пек, çут çанталăк пуянлăхĕпе мăнаçланаймасть. Раççей Президенчĕ В.Путин регионсен социаллă экономика аталанăвне сăнасах тăрать. Федераци центрĕнчен килекен пулăшăва "чухăнлăха" шута илсе памаççĕ. Регионăн федераци программисене хутшăнса хăйĕн тăрăшулăхне кăтартмалла. Пирĕн республика вара ĕç планĕсем, кирлĕ документсем тивĕçлĕ шайра хатĕрлеме, федераци укçи-тенкипе тĕллевлĕ усă курма пултарнине кăтартса парать. Федераци укçи-тенкипе шкулсемпе ача сачĕсем, инфраструктура объекчĕсем, çулсемпе кĕперсем тăваççĕ. Пирĕн регион пилотлă проектсене хутшăнса чи малтан вĕсене ĕçе кĕртет. 2017 çулта ĕçе кĕртнисене уйрăммăн асăнар.
Авариллĕ çурт-йĕртен куçарни
2013-2017 çулсенче "Авариллĕ çурт-йĕртен çынсене куçарасси" программăна пурнăçа кĕртнĕ, вăл октябрь уйăхĕнче ăнăçлă вĕçленчĕ. Çак программăна реализацилени республикăри авариллĕ 841 çуртра пурăнакан 20 пин ытла çынна хăтлă кĕтеслĕ пулма пулăшрĕ. Тĕслĕхрен, пирĕн районта пурăнакан 62 çын е 20 çемье хваттерлĕ пулчĕ. РФ Президенчĕн йышăнăвĕпе килĕ-шỹллĕн, авариллĕ çурт-йĕртен çынсене куçарасси малалла пырать.
Промышленноç
Республикăри предприятисем инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртеççĕ. Тĕслĕхрен, çитес çул метрополитен валли электрокомпонентсем хатĕрлекен завод, теплица комплексĕн центрне уçма палăртнă. Çакă 1,5 пин çĕнĕ ĕç вырăнĕпе çыхăннă. Лидерсем хушшинче - хими тата электротехника кластерĕн предприятийĕсем. "Трактор тăвакансен завочĕ" концернра тăрăшакансене ĕç укçипе йăлтах тивĕçтернĕ.
Çул-йĕр строительстви
Кăçал республикăра "Хăрушсăрлăхлă тата паха çулсем" приоритетлă проект пурнăçа кĕрсе пырать. Унпа килĕшỹллĕн 95 çухрăм автомобиль çулне юсанă. Проект хакĕ - 1268 миллион тенкĕ, вăл шутран 625 миллионĕ - федераци бюдже-тĕнчен. Шупашкарта Мускав кĕперне автомобильпе çỹремелли ултă йĕре çитиччен анлăлатаççĕ, Ю.Фучик урамĕнчи строительство ĕçĕсем те вĕçленнĕ. Тăвай районĕнче Соломенка юханшывĕ урлă кĕпере реконструкциленĕ, Никольски - Етĕрне - Калинино автомобиль çулĕ çинчи Сăр юханшывĕ урлă каçакан, Вăрнар районĕнчи Хирлеп кĕперĕсене тĕпрен юсанă. Пирĕн районта вырăнти тата федераци пĕлтерĕшлĕ çулсене юсассипе, çĕннисем тăвассипе тăрăшса ĕçленĕ. Тĕслĕхрен, вырăнти пĕлтерĕшлĕ 3,035 км çула юсанă. Ял тăрăхĕсенчи 4,498 км çулсене юсаса çĕнетнĕ. Урмаел, Комсомольски, Нĕркеç ялĕсенче 4,160 км çул сарнă. Хирти Выçли тата Хирти Мăнтăр ялĕсенче автомобиль çулĕсене реконструкциленĕ. Хырай Ĕнелĕнчи республика пĕлтерĕшлĕ автоçулăн 3,6 км тĕпрен, çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсен çывăхĕнчи çулсене, тротуарсене юсанă.
Ял хуçалăхĕ
2017 çулта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 698,7 пин тонна (2016 çулхипе танлаштарсан 114,7 процент) туса илнĕ. Çакă юлашки 20 çулта чи пысăк тухăç. Çĕрулмине пĕр гектартан 192,8 центнер илнĕ. Сĕт туса илесси кашни 100 гектар пуçне 4 процент ỹснĕ, аш-какай илессипе те федерацин Атăлçи округĕнче виççĕмĕш. 2017 çулта ял хуçалăхĕнче 138 инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ тата ăна вĕçлесе пыраççĕ. Çакăн валли 3,5 млрд тенкĕ укçа кайнă тата 300 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçăлнă. Халĕ вара республикăшăн чи пысăк инвестици проектне ĕçе кĕртме тытăннă, вăл - "Новочебоксарский" (22 гектар) теплица комплексĕ. Кăçал районти ял хуçалăх предприятийĕсем тухăçлă ĕçленĕ. Вĕсем 15701 гектар çинчен 39 пин тонна тĕш-тырă пухса кĕртнĕ. Гектарти вăтам тухăç енĕпе "Слава картофелю" агрофирмăпа "Рассвет" ЯХПК - чи малта пыраканнисем.
Культура
2016 çултанпа республикăра ялти культура çурчĕсене тăвас ĕç пырать. 2016-2017 çулсенче 6 культура çурчĕ (Елчĕк, Çĕрпỹ, Вăрмар, Патăрьел, Канаш, Тăвай районĕсенче) тунă. Çак тĕллевпе 2017 çулта республика бюджетĕнчен 69,1 миллион тенкĕ, федераци бюджетĕнчен 18,6 миллион тенкĕ уйăрнă. Чăваш Республики çĕнĕ йышши кинозалсем уçассипе те федерацин Атăлçи округĕнче лайăххисен йышĕнче, 12 муниципаллă культура учрежденийĕнче çĕнĕ кинозалсем уçнă. Вĕсенчен пĕри - шăпах пирĕн районти Урмаел ялĕнче "Урмай" кинозал уçăлнă.
Информаци технологийĕсем
Чăваш Республикинче "Цифрăллă танмарлăха пĕтересси" проект пурнăçа кĕрсе пырать. Унпа килĕшỹллĕн аякра вырнаçнă тата пĕчĕк ялсенче (250 çынран пуçласа 500 таранччен) Wi-Fiпа усă курмалли çыхăну тăваççĕ. Çак программăпа Муркаш, Хĕрлĕ Чутай, Патăрьел, Етĕрне, Красноармейски, Вăрнар, Пăрачкав, Йĕпреç, Куславкка, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Çĕрпỹ, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче 77 точка хута янă. Кăçал Шупашкар тата Комсомольски районĕсенче анлă тăрăхлă 34 точка ĕçе кĕртнĕ. Ку енĕпе тата 251 çĕрте пулăшу кỹмелле.
Тĕп пĕтĕмлетỹ. Мĕнпур ĕçе татса панă теме çук-ха. Пурнăç шайĕ хамăр ĕмĕтленнĕ пек хăвăрттăн аталанаймасть. Çавах та Чăваш Ен экономики кризислă лару-тăруран тухма пултарчех. Ỹсĕмсем курăмлăран малашлăх уçăмланасси куç кĕретех.
2017 çулхи социаллă-экономикăлла аталану пĕтĕмлетĕвĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура тĕплĕн палăрĕ. 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Раççей Президенчĕн бюджет сферинчи чылай категори ĕçченĕн ĕç укçи палăрмаллах ỹсĕ. Ку енĕпе республика хыснинче çитес çула укçа-тенкĕ уйăрса хăварнă.
Источник: "Каçал Ен"