26 декабря 2017 г.
Республикăра Çĕнĕ çулхи канмалли кунсенче "Чăваш Енре канар-и?" акци йĕркелесси йăлана кĕнĕ. "Çĕнĕ çулхи çулçỹрев" социаллă проект тĕллевĕ - çынсене пушă вăхăта кăсăклă та усăллă ирттерме пулăшасси, туризм объекчĕсемпе паллаштарасси. Акци кăçалхипе виççĕмĕш хут иртет. Пĕлтĕр "Çĕнĕ çулхи лабиринт" 8 районпа хулара иртнĕччĕ.
Акцие хутшăнакансене турист карттине параççĕ. Унта палăртнă вырăнсене каяканăн картта çине Хĕл Мучин пичетне лартмалла. Ултă пичете пуçтаракансем республикăри культура учрежденийĕсене тỹлевсĕр кĕмелли билетсене тивĕçĕç. Çавăн пекех чи хастаррисене ятарлă лотерея вылявне явăçтарĕç. Тĕп парне - республикăри пĕр туризм базинче иккĕн канмалли сертификат.
"Çĕнĕ çулхи çулçỹрев" акци январĕн 3-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри хулинче пуçланĕ. Хула пĕр кунлăха юмаха çаврăнĕ. Унта авалхи çурт чылай. Кашнин хăйĕн кун-çулĕпе халапĕ. Вĕсем çинчен пĕлес тесен Сĕнтĕрвăррине çитмелле. Маçтăрсем уяв парни ăсталама вĕрентеççĕ, артистсем театрализациленĕ представлени кăтартаççĕ. Çĕнĕ çулхи квеста пуçтарĕç.
Çулçỹреве тухас кăмăллисен республикăри культурăпа кану центрне пымалла е 8(8352)23-83-43 номерпе шăнкăравласа пĕлтермелле.
Иккĕмĕш кунхине çулçỹревçĕсем Шупашкар районĕнчи "Хĕллехи юмаха" çитсе курĕç. Кỹкеç поселокĕнче иртекен уяв программи питĕ анлă пулмалла. "Улăп" спорт керменĕнче районти ăстасен курав-ярмăркки ĕçлĕ, культура çуртĕнче Раштав открытки тума вĕрентĕç. Унтах юрă-кĕвĕллĕ спектакль кăтартĕç. Спортпа туслисем конькипе, йĕлтĕрпе ярăнма пултарĕç, çавăн пекех хоккеистсен тата футболистсен тупăшăвĕсене пăхма май пулĕ.
Январĕн 5-мĕшĕнче хăнасене Çĕнĕ Шупашкар кĕтĕ. Химиксен хулинче юр скульптурисен фестивальне хутшăнакансен ĕçĕсемпе паллашма, уçă тỹпе айĕнчи театра çитсе курма май пулĕ. 6-мĕшĕнче Муркаш районне çитĕç. Унта Сурхури уявĕ, юмахсен парачĕ, Çĕнĕ çул концерчĕ иртĕç. Раштав уявĕн кунĕнче çул çỹревçĕсем Улатăра çул тытĕç. Çулçỹреве вĕçлекен пункт - Хĕл Мучин Шупашкарти резиденцийĕ.
Источник: "Каçал Ен"