26 декабря 2017 г.
Раççейĕн историйĕ пуян та питĕ кăсăк. Çĕршывăмăр пиншер çул аталанса пынă, çавна май халăхăн йăли-йĕркипе культура шайĕ те ỹснĕ. Вырăнти халăх ĕмĕр-ĕмĕрех ырă кăмăллăхпа, çынна хĕрхенессипе, пĕр-пĕрне юратнипе, унсăр пуçне, ыттисемпе туслă пурăннипе уйрăлса тăнă. Несĕлсен ырăлăхĕ ламран лама куçса пынă, Раççейре хальхи вăхăтра та çынсене хĕрхенекен, ырра юратакан, ăслă, пултаруллă, хастар чĕреллĕ çынсем пурăнаççĕ.
Тĕслĕх вырăнне Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче ăс пухакан 8-11-мĕш классен вĕренекенĕсене Владимир Прокопьева, Сергей Иванова, Григорий Ильина тата Яков Макарова илер. Кĕрхи пĕр каç ачасем, тăватă тус-тантăш, уçăлма тухнă. Часах вĕсем хăрушă ỹкерчĕк кураççĕ - пурăнакан çурт çунать. Нумай шутласа тăма вăхăт пулман хастар чĕреллĕ яшсен, вĕсем вут-çулăм авăрне чăмнă, çунакан çуртран сакăр çулхи ачана илсе тухнă. Çапла вара вĕсем хаяр вилĕм аллинчен çамрăк чуна туртса илнĕ.
Раштавăн 22-мĕшĕнче, Çăлакансен кунĕ умĕн, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче вĕренекен хастар яшсене чыслама Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикинчи Обществăлла палата Канашĕн членĕ, "Чувашия" фондăн президенчĕ Михаил Федотов, Комсомольски районĕн пуçлăхĕ Хасият Идиатуллин тата "Тантăш" ача-пăча хаçачĕн редакторĕ Алина Ларшникова, "Урожай" колхоз ертỹçи Алексей Ершов килсе çитрĕç. Сумлă хăнасене шкул коллективĕпе вĕренекенсем çăкăр-тăварпа ăшшăн кĕтсе илнĕ хыççăн пурте акт залне çул тытрĕç.
"Шăпчăк" фольклор ансамблĕ шăрантарнă юрă кашнине питĕ килĕшрĕ, ача-пăча ташши вара, кĕвĕ-çемĕ май, урасене тапăрттарма хистерĕ. Шыравçăсен ушкăнĕнчи Алексей Мартынов куракансене вăрçă çинчен хывнă юрă парнелерĕ. Вăтам шкул директорĕ Альберт Борисов пухăннисемпе инçетрен килсе çитнĕ хăнасене шкул историйĕпе тата хальхи вăхăтри ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ.
- Спорт площадкипе спортзал ачасен сывлăхĕшĕн питĕ усăллă, спорт вăл çыннăн ỹт-пĕвĕпе характерне çирĕплетет. Унсăр пуçне Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн, 2016 çулта шкулта Раççейри вĕренекенсен юхăмĕн обществăлла организацийĕ йĕркеленчĕ. Кĕске вăхăтрах çак организаци хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе районта кăна мар, республика тата Раççей шайĕнче палăрма пултарчĕ. "Раççейри вĕренекенсен юхăмĕ" организаци членне кĕнĕ ачасем хушшинче ют çыннăн хуйхине хăйсенни пек курса-туйса кирек хăш вăхăтра та пулăшу аллине тăсакансем пурришĕн эпир питĕ хавас. Ку япала, паллах, ỹт-пỹре несĕлсен паха юнĕ чупнине палăртакан пулăм, ăна вăратаканĕ вара - воспитани, - терĕ вăл. - Сăмах май каласан, асăннă шкулта кăçал агрокласс та хута кайрĕ. Çапла вара пирĕн шкулта вĕренỹ пахалăхне аталантарма пур условисем те пур теме юрать.
Инçе çула кĕскетнĕ, Мускавранах килнĕ хăна, Вадим Николаев сенатор, пухăннисене çывхарса килекен Çĕнĕ 2018 çул ячĕпе саламланă хыççăн хастар яшсене сцена çине тухма ыйтрĕ. Вăл çамрăк паттăрсене "Раççейри çăлакансен союзĕ" обществăлла организацин Хисеп грамотине парса чысларĕ. Ачасене яланах хальхи пекех хастар та маттур пулма, шкултан лайăх вĕренсе тухса çĕршыва юрăхлă çын пулма сĕнчĕ.
- Эпир, паллах, вăл вăхăтра хамăр паттăрлăх кăтартатпăр тесе шутлама та пултарайман. Çын пурнăçĕ - чи паха тупра. Çавăнпа нимĕн айăпсăр ача пурнăçĕшĕн кĕрешрĕмĕр, - терĕç яшсем, сенатор аллинчен Хисеп грамотисем илнĕ май.
Унсăр пуçне Вадим Иванович Яков Макарова, Григорий Ильина, Сергей Иванова, Владимир Прокопьева кĕнекесем тата "Тантăш" хаçата 2018 çулхи пĕрремĕш çур çула çырăннă квитанцие парса хавхалантарчĕ.
Комсомольски район пуçлăхĕ Хасият Идиатуллин та пухăннисене Çĕнĕ çулпа тата çак уяв ячĕпе саламларĕ. Вăл вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн Александр Осиповăн парнисемпе, Тав хучĕсемпе тата "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексне тỹлевсĕр çỹремелли сертификатсемпе, чыслани ачасен кăмăлне татах та уçрĕ. Савăнăçлă мероприяти асăнмалăх сăнỹкерчĕксем тунипе вĕçленчĕ. Шкулта пĕлỹ илекен çамрăк ăру вара уяв вĕсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине асăнчĕ.
А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"