АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă ачасем çитĕнеççĕ

22 декабря 2017 г.

"Каçал тăрăхĕнче мĕн тери пултаруллă ачасем çитĕнеççĕ иккен" текен шухăшпа таврăнтăм декабрĕн 20-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче йĕркеленĕ концертран. Çав кун концерт курса киленнисем те çаплах шутларĕç пулĕ. Республикăра кăçал Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне пĕтĕмлетсе хатĕрленĕ уяв каçне ача садне çỹрекенсем, "До-ми-соль-ка", "Островок" ташă ушкăнĕсен ташăçисем, ашшĕ-амăшĕ хастар хутшăнчĕç. Вĕсене йĕркелесе ертсе пыракан педагогсен Ольга Буслаеван, Татьяна Иванован, Алена Зайцеван тỹпи вара уйрăмах пысăк. Педагогсем кашни кунах вĕренекенсемпе уроксем йĕркелеççĕ, вĕсене ташлама, юрлама хăнăхтараççĕ. Шăпах кăçалхи вĕренỹ çулĕнче туптанă пултарулăхпа паллаштарчĕç те кĕçĕннисем. Чылайăшĕ çак каç пуçласа сцена çине тухрĕ пулин те, пăлханнине палăртмарĕç ачасем. Чăн-чăн артистсем пекех, куракансене тĕлĕнтерчĕç. Ачасем çеç мар, амăшĕсем те хăйсен илемлĕ ташшипе залра ларакансене тыткăнларĕç. Маттур! Пултаруллă!

Уяв каçĕ чăннипех те савăнăçлă иртрĕ. Кунта уйрăмах программа хатĕрлекенсене - Мария Илларионовăна, Ольга Буслаевăна, Виктор Кокшин сасă операторне - палăртса хăварас килет. Марина Волкова вара хăйĕн илемлĕ те янăравлă сассипе куракансене тепĕр хутчен тыткăнларĕ.

Залра ларакансене концерт кăмăла кайни иккĕлентермест. Апла пулин те вĕсем пултаруллă ачасене хавхалантарса алă çупма ỹркенни вара темшĕн кăмăла хуçать. Кашнин аллинчех карас телефон е фотоаппарат. Капла мĕнле алă çупăн? Концерт пуçланиччен ашшĕ-амăшĕ хушшинчи хутшăнăва палăртакан ролик та вĕсен чунне пырса тивмерĕ-ши? Дмитрий Дюжев ачасене чунтан юратмаллине, вĕсемпе тăтăшах калаçма, выляма вăхăт тупмаллине чĕререн тухакан сăмахсемпе каласа пачĕ. "Паянхи кун эпир пĕр-пĕринпе карас телефонпа çеç калаçатпăр, СМС яратпăр. Пире "чĕрĕ" калаçу çитмест. Шел пулин те, çакă паянхи кун чăнлăхĕ, - тет Раççейĕн паллă артисчĕ Дмитрий Дюжев.

Ачасене хавхалантарма, вĕсемпе калаçма, вăхăта пĕрле усăллă ирттерме, выляма, пултарулăхĕшĕн чунтан савăнма, концертра алă çупса тав тума вăхăт тупасчех.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика