22 декабря 2017 г.
Çĕнĕ çул уявĕсем çывхарсах килеççĕ. Ăна аслисем те, ачасем те чăтăмсăр кĕтеççĕ. Шел пулин те, статистика кăтартнă тăрăх, çак уяв хăшĕсемшĕн инкекпе вĕçленет. Ыйтусем çине республикăри медицина профилактикин, сывату физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачĕ Елена Егорова хуравлать.
- Елена Михайловна, сăмахран, пĕлтĕрхи хĕллехи уяв кунĕсенче миçе çынна пулăшу панă?
- Пĕлтĕрхи Çĕнĕ çул уявĕн кунĕсенче республикăри медицина учрежденийĕсенче 14 пин ытла çынна пулăшу панă. Чи анлă сарăлнă инкексем - ỹксе аманни, эрехпе тата апатпа наркăмăшланни, ỹсĕрсене тăм илни, аллерги, вăраха каякан чирсем аталанни тата ытти инкек-синкек. Эрех ĕçсе наркăмăшланни пирки, 9 çынна медицина учрежденийĕсене илсе çитернĕ, 1 çын вилнĕ. Уяв кунĕсенче, çанталăк сивĕрен 23 çынна тăм илнĕ. Шел пулин те, вĕсенчен 8-шĕ вилнĕ. Пушарта тата 2 çын вилнĕ.
Иртнĕ çул пиротехника хатĕрĕсемпе тĕрĕс мар усă курнă çынсен, тăваттăшĕн те, пỹрнисем тата ал тупанĕсем сусăрланнă. Унченхи çулсенче вара куçа, пуçа амантни, ал тупанне ыраттарнипе пĕрлех, пỹрнесене татса илнĕ тĕслĕхсем те пулнă. Кашни çулах пиротехника хатĕрĕсене пула инкек тухма пултарассине хаçатсенче те, радиопа та час-часах асăрхаттарма тăрăшаççĕ. Статистика юлашки çулсенче пиротехника хатĕрĕсемпе аманнă çынсен шучĕ сахалланнине кăтартать пулин те, çав-çавах пĕр çул та инкексĕр иртмест.
- Елена Михайловна, салютсемпе усă курнă чухне мĕнлерех хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмаллине тепĕр хут асăнса хăварăр-ха?
- Салютсене уçă вырăнта кăна ямалла. Унта йывăçсем, электричество пралукĕсем тата çуртсем пулмалла мар. Инструкцие тĕплĕн вуламалла, ăна пăхăнмалла. Фейерверка куракансем еннелле тытма кирлĕ мар, ăна çирĕп вырнаçтармалла. Салютсене нимĕнле майпа та алăран вĕçертсе яма юрамасть. Ачасене вара аслисемсĕр пиротехникăпа пачах усă курма чармалла.
- Енчен те пиротехника ха-тĕрĕсемпе çын суранланчĕ пулсан, мĕнле пулăшу памалла?
Пиротехника хатĕрĕсемпе усă курнă чухне, ытларах çынсен ỹт пиçсе кайни тата маларах асăнтăмăр ĕнтĕ куçа, пуçа амантни, алла ыраттарнипе пĕрлех, пỹрнесене татнă тĕслĕхсем пулаççĕ. Аманнă çынна хăвăртрах медицина учрежденине çитерме тăрăшмалла. Çĕнĕ çул - çемье уявĕ. Вăл инкек-синкексĕр ирттĕр! Сывлăхлă пулăр, хăвăра упрăр!
ЯЛАНАХ АСРА ТЫТМАЛЛА: "салют" илемлĕ кăна мар, хăрушă та. Инкеке лекес мар тесен çак йĕркесене çирĕп пăхăнмалла:
- петардăсемпе фейерверксене пиротехника сутма ирĕк пур лицензи илнĕ лавккасенче кăна туянмалла;
- туяннă чухне вĕсене хăçан хатĕрленине тата хăçанччен усă курма юранине тĕрĕслемелле;
- пиротехника упаковки нỹрĕ тата уçă пулмалла мар;
- пиротехника хатĕрĕсен вырăсла инструкци пулмалла.
Источник: "Каçал Ен"