22 декабря 2017 г.
Петарда е урăх пиротехника сирпĕтмесĕр, фейерверксăр пĕр Çĕнĕ çул каçĕ те иртмест. Вĕсене эпир пĕлсе туянатпăр-и? РФ Правительствин 2009 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнчи 1052-мĕш постановленийĕпе килĕшỹллĕн, пиротехника продукцийĕсене усă курма тата çаврăнăша кĕртме асăрханмалла. Пиротехника хатĕрĕсене продукцие упрама май паракан магазинсенче, павильонсенче, киосксенче сутма юрать. Саккуна пăхăнмасăр сутнăшăн РФ административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн 14.2 статйипе айăплаççĕ. Унпа килĕшỹллĕн штраф параççĕ, продукцие конфискацилеççĕ. РФ КоАПĕн 20.8 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн пиротехника хатĕрĕсене сутнăшăн, çаврăнăша кĕртнĕшĕн те административлă штраф параççĕ. Енчен те пиротехникăпа кама та пулин шар кăтартсан вара уголовлă ĕç пуçараççĕ. Обществăлла вырăнта пиротехника хатĕрĕсемпе усă курни хулиганла ĕç тунипе тан, çавăнпа та çынна 500-1000 тенкĕ таран штрафлама е 15 куна арестлеме те пултараççĕ.
Чылай чухне пиротехника хатĕрĕсемпе ытларах ачасем усă кураççĕ. Вĕсем йĕркене пăснăшăн вара ашшĕ-амăшĕн явап тыма тивет. Çавăнпа та аслисен ачасене пиротехника хатĕрĕсем сиенлĕ пулнине, вĕсем сывлăха сиен кỹме пултарнине ăнлантарса памалла. Çĕнĕ çул уявĕсем хаваслă иртчĕр.
И.АВДЕЕВ,
полици начальникĕ.
Источник: "Каçал Ен"