22 декабря 2017 г.
Пурнăçĕсене çынсене çутăпа тата ăшăпа тивĕçтерессипе çыхăнтарнă йывăр, анчах та питĕ кирлĕ ĕçе пурнăçлакансем - энергетиксем - раштавăн 22-мĕшĕнче хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Комсомольски район электросечĕн ĕçченĕсем те хăйсен тивĕçне ăнăçлăн пурнăçлаççĕ, кашни киле, социаллă учрежденисене тата халăх хуçалăхĕн мĕнпур организацине электроэнергипе пĕр кăлтăксăр тивĕçтерсе тăраççĕ, çапла майпа района малалла аталанма пулăшаççĕ.
"Атăл - Чувашэнерго - РВСК" УАО филиалĕн кăнтăр производство уйрăмĕнчи Комсомольски район электросечĕ районти 54 ялти 8 пин ытла абонента тата вырăнти организацисемпе предприятисене çутăпа тивĕçтерет.
- Районти электричество сечĕн коллективĕнче 30 çын вăй хурать, кашниех хăйне шанса панă тивĕçе яваплăха туйса пурнăçлать. Вĕсем распределительсем кирек мĕнле çанталăкра та пĕр чăрмавсăр, тухăçлă ĕçлеччĕр тесе ырми-канми тăрăшаççĕ, - хăйсен ĕç-хĕлĕпе паллаштарать районти электросеть начальникĕ Александр Журавлев.
Сăмах май каласан, Александр Витальевич ку сферăра 1997 çултанпа тăрăшать. Коллективра 20 çул ытла тар тăкакансем татах та пур. Тĕслĕхрен, Александр Красновах илер. Вăл кунти "шур сухал" тесен те йăнăш пулмĕ. 28 çул хушшинче çухрăм хыççăн çухрăм хăварса çитес вырăна, хушăран, тен, çуран çитсе çынсене çутăпа та ăшăпа мĕн чухлĕ тивĕçтермен-ши вăл?! Валерий Совин вара кунта 27 çул ĕçлет. Чĕрĕк ĕмĕр пурнăçне çак ĕçре ирттернисен йышне Аркадий Козлова кĕртетпĕр пулсан, Федор Димитриев электросетьре 22 çул тар тăкать.
Юсав ĕçĕсене пурнăçлакан ушкăн 4 çынран тăрать. Ăна ертсе пыраканĕ - Евгений Юманов.
- Евгений Петровичпа эпир 7 çул пĕрле ĕçлетпĕр. Коллектив ăна, ĕçне чунтан парăннăскере, хисеплет. Опытлă ĕçчен аслă пĕлỹллĕ, - терĕ Александр Витальевич.
Талăкра "25 сехет" ĕçлекенсем те пур кунта. Паллах, калас сăмахăм вырăна тухса çỹрекен оперативлă бригада пирки. Дежурствăра 3 çын тăрать, диспетчерпа 2 техник. Сăмах май, техниксем ял çыннисем çутăпа мĕнле усă курнине тĕрĕслесе, сăнасах тăраççĕ.
- Пирĕн ĕçĕмĕр çирĕп дисциплина ыйтать, эрех-сăрапа туслă çын электричествăпа пĕр чĕлхе нихăçан та тупаймĕ. Ку ĕç тỹсĕмлĕ те çирĕп кăмăллă, вăйлă çынсем валли анчах, - теççĕ вырăнти электросетьре ĕçлекенсем.
20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Чăваш Республикинче анлă усă куракан пĕр электростанци те пулман, хресченсем килĕсенче хăю, краççын ламписем çунтарса пурăннă. Историрен Чăваш çĕршывĕнче энергетика 1917 çултан аталанма тытăнни паллă. Шупашкарта çак енĕпе малтанах коммуналлă хуçалăх уйрăмĕ тимленĕ. Пуçласа электричество патшалăх учрежденийĕсемпе хула урамĕсене пырса кĕнĕ. Çав вăхăтран тытăнса пирĕн республикăра электричество кĕртес ĕç майĕпен аталаннă. Хальхи вăхăтра энергетика экономикăн чи кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ отраслĕсенчен пĕри шутланать. Кăçал Чăваш энергетика управленийĕ 60 çул тултарчĕ.
А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"