22 декабря 2017 г.
Аварире аманнисене, ача çуратакан хĕрарăмсене, кăткăс операци чăтса ирттернисене тăтăшах юн кирлĕ. Кунашкал йывăр лару-тăрăва кашниех лекме пултарать. Апла тăк, пирĕн пурнăçа та донор юнĕ çăлса хăварма пултарать. Донорлăх паттăрлăхпа танах. Пирĕн республикăра 1 пин çын пуçне 11 донор тивет. Çакă питĕ сахаллине палăртаççĕ специалистсем. Çавăнпа та кашниннех çын пурнăçне çăлма, юн пама тăрăшмалла.
"Раççейре çулсеренех тĕрлĕ сăлтавпа 1,5 миллион çынна юн ямалла. Вĕсене пахалăхлă та лайăх тĕрĕсленĕ юн кирлĕ. Унпа вара кадр-донорсем çеç тивĕçтерееççĕ. Ку йыша кĕрес тесен çыннăн çулталăкра виçĕ хутчен те пулин юн памалла. Пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ, çакă этемшĕн хăйĕншĕн те усăллă. Пĕрремĕш хут килекенсен юнне пациента тỹрех ямаççĕ, ăна илнĕренпе 6 уйăх иртмелле. Çур çултан çав çыннăн тепре килмелле, анализсем памалла. Енчен те вăл килмесен унăн юнне пăрахăçлаççĕ. Кадр-донорсен юнĕ вара чирлисемшĕн тỹрех юрăхлă, мĕншĕн тесен хуçин анализĕсем йĕркеллех. Кун пек пациентсем пирĕн районта та нумай. Вĕсем кашни "Донор кунне" хутшăнаççĕ", - каласа кăтартрĕ район больницин аслă медсестри Антонина Демина.
Декабрĕн 20-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче йĕркеленĕ "Донор кунне" 65 çын хутшăнчĕ. Вĕсем хушшинче "Хисеплĕ донор" ятне тивĕçнисем те, темиçе хутчен юн паракансем те пулчĕç.
Районта та тăтăшах "Донор кунне" йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Республикăри юн илекен станцин специалисчĕсем çулталăкне тăватă хутчен килсе çỹреççĕ.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"