АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аннесене - мухтав!

22 декабря 2017 г.

Чỹк уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Хушăвĕпе "Амăшĕн мухтавĕ" хисеп палли çирĕплетнĕ. Мĕнле награда вăл? Унпа камсене чыслĕç? Çак паллăна тивĕçнисене мĕнле те пулин çăмăллăх параççĕ-и?

Сергей ДИМИТРИЕВ, Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министрĕ:

- Кăçал Чăваш Енре Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкĕ пулнă май çемьесене патшалăх пулăшăвĕ памалли тытăма çĕнетсе лайăхлатас тĕлĕшпе тĕрлĕ ĕç пурнăçланчĕ. Республика Пуçлăхĕн Хушăвĕпе çирĕплетнĕ патшалăх награди те çак шутрах. "Амăшĕн мухтавĕ" хисеп палли чи малтанах обществăра ашшĕсемпе амăшĕсен ят-сумне ỹстерĕ. Çавăн пекех çемьери ырă йăла-йĕркене упраса пыма, ăруран ăрăва тĕрĕс-тĕкел куçарса пыма май парĕ, çамрăк граждансене çемье çавăрасси пурнăçри чи яваплă утăм пулнине ăнланса илме пулăшĕ.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре нумай ачаллă 11 пин ытла çемье пурăнать. Çак йышри 9 пин ытла çын социаллă тỹлевсем илсе тăрать. "Амăшĕн мухтавĕ" хисеп паллипе нумай ача çуратнă, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тăрăшакан, çемье институтне çи-рĕплетес ĕçе пысăк тỹпе хывакан хĕрарăмсене чыслĕç. Кунашкал награда çĕршыври 50 регионта пур. Тĕслĕхрен, Белгород облаçĕнче "Амăшĕн мухтавĕ" хисеп паллин виççĕмĕш степенĕпе виçĕ ачаллă амăшĕсене чыслаççĕ. Пĕрремĕш степеньпе пилĕк (е ытларах) ача çуратнă е усрава илнĕ хĕрарăмсене наградăлаççĕ.

Республика Пуçлăхĕ патшалăхăн çак наградине çирĕплетесси çинчен калакан Хушăва алă пусрĕ ĕнтĕ. Халĕ Чăваш Ен Правительствин "Чăваш Республикин патшалăх наградисем çинчен" саккунне улшăнусем кĕртмелле. Хисеп паллин эскизне хатĕрлес енĕпе конкурс та ирттерме тивет-ха.

"Амăшĕн мухтавĕ" хисеп паллине тивĕçнĕ хĕрарăмсем "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" категори валли çирĕплетнĕ çăмăллăхсемпе (уйăхсерен паракан 1100 тенкĕ тата телефон çыхăнăвĕн абонент линийĕн çур хакĕ) усă курма пултарĕç.

Чăваш Республикинче çемье пуянлăхне, амăшĕпе ашшĕн авторитетне ỹстерекен, наципе культура, çемье воспитанийĕн йăли-йĕркине, амăшлăхĕпе ачалăха хỹтĕлес, нумай ачаллисене пулăшас социаллă тĕллевлĕ патшалăх программи пурнăçланать.

Республикăра нумай ачаллă çемьесен йышĕ ỹсет. Çулталăк хушшинче вĕсен йышĕ 2,6 процент, 2011 çултанпа вара 39,5 процент ỹснĕ.

Çемьесене, ачасене тĕллевлĕ пулăшу пама республикăра çулсерен 5,5 млрд тенкĕ яраççĕ.

Республикăра Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ Владимир Путин йышăнăвĕсемпе асра юлчĕ. 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен республикăра виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачашăн уйăхсерен тỹлеме тытăнаççĕ. РФ Президенчĕн йышăнăвĕпе Амăшĕн капиталĕн программи 2021 çулччен ĕçлет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика