22 декабря 2017 г.
Нумай пулмасть иртнĕ пресс-конференцире Раççей Президентне Владимир Путина вырăнсенче май уйăхĕнчи хушăвĕсене пурнăçланине мĕнле хаклани пирки ыйту пачĕç. Президент "вăтам" терĕ. 2018 çул хăйне май пĕтĕмлетỹ тума ыйтать. Чăваш Республикинче çĕршыв ертỹçин хушăвĕсене еплерех пурнăçлани пирки хурав пама хатĕр.
2012 çулхи май уйăхĕнче тĕрлĕ сферăри ĕç-хĕле лайăхлатма - хỹтĕлевпе тулаш политикăран пуçласа бюджет сферинчи ĕçченсен шалăвĕ таранах - 11 хушу кăларнă. Юлашки тема вара ытларах та калаçтарать, мĕншĕн тесен шăпах бюджет сферинче тăрăшакан миллион çынпа çыхăннă вăл. Çакна ăнланма та пулать. Бюджетра вăй хуракансен шалăвĕ пысăк мар, вĕсен пĕр уйрăм çын ĕçĕн пахалăхĕнчен килмест, тариф сеткипе çыхăннă. Промышленноçра тата ытти сферăра яланах вĕсеннинчен пысăкрах пулнă. Шăпах çак тĕрĕсмарлăха пĕтерессипе çыхăннă та ĕнтĕ РФ Президенчĕн пĕр хушăвĕ.
Чи малтанах учительсемпе тухтăрсем çакна туйрĕç. Каярах - бюджет сферинчи ытти ĕçченсем.
Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина пĕлтернĕ тăрăх, 2018 çулта ыйтăва татасси татăклă пулать. Чăваш Енри Экономика аталанăвĕн министерстви шутланă тата Раççейри Экономика аталанăвĕн министерствипе тунă килĕшỹ тăрăх, 2018 çулта ĕçлекенсен вăтам тупăшĕ 24040 тенкĕ пулмалла. Калаçура ытларах чухне "экономикăра вăтамран" ăнлавпа усă кураççĕ. Шăпах çавна валли çитес çулхи январьтен хăш-пĕр категоринчи ĕçченсенне çитерме палăртнă. Ку пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан педагогсене, медицина организацийĕсенчи тата тăлăх, ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă ачасене социаллă тивĕçтерỹ паракан социаллă ĕçченсене, вăтам тата кĕçĕн медицина (фармацевтика) персоналне, культура учрежденийĕсенче вăй хуракансене пырса тивет. Вĕсенчен нумайăшĕн шалăвĕ палăрмаллах ỹсет.
Шкул çулне çитмен ачасен организацийĕсенче ĕçлекенсен ĕç укçи 22381 тенке, хушма пĕлỹ панă çĕрте вăй хуракансен 24424 тенке çитмелле. Аслă пĕлỹ илекенсене вĕрентекенсен, тухтăрсен 48080 тенкĕ пулмалла.
"2018 çулта асăннă категори ĕçченĕсене тỹлеме маларах шутласа пăхнă тăрăх бюджет тытăмĕнчен 9695 миллион тенкĕ (2017 çулхи шайран ỹстернине шутласа) яма палăртнă", - тесе пĕлтернĕ Светлана Енилина.
2018 çулхи бюджетра тăкаксене хуплама укçа-тенкĕ уйăрнă, ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ ырланă. Малашлăхра бюджетниксен ĕç укçине ỹстересси вăя кĕресси уçăмлах. Лайăх хыпар-çке!
Владимир Путин Президентăн мĕнпур хушăвне пурнăçа кĕртнине çакăнта çеç палăртаймăн. Чăваш Еншĕн тепĕр актуаллă темăна та айккине хăвармастпăрах. Сăмах кунта яллă вырăнсенче медицина пулăшăвĕ илме май пурри çинчен пырать. Пресс-конференцире Владимир Путин фельдшерпа акушер пункчĕсене тăвасси кун йĕркинче тăнине палăртрĕ. Вĕсен пĕлтерĕшне анлăлатмаллине асăнчĕ. Фельдшерпа акушер пункчĕсем урлă чи кирлĕ эмелсемпе тивĕçтермеллине каларĕ. Чăваш Енĕн мĕнпе хĕпĕртемелли пурах. Пирĕн республика медицина пункчĕсене сыхласа хăварас тата çĕнĕрен уçас енĕпе çĕршывра малта пырать. 2013 çултанпа модульлĕ çĕнĕ 146 ФАП хута кайнă. Шупашкар районĕнчи Пысăк Карачура ялĕнче сывлăх сыхлавĕн çĕнĕ "храмĕнче" тирпей-илем ĕçĕсем пыраççĕ. 2020 çул тĕлне республикăра модульлĕ çĕнĕ 200 ФАП уçăлмалла.
Владимир Путин 2017 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнчи пресс-конференцире пĕчĕк ялсенчи медицина тивĕçтерĕвне сыхласа хăварассине тата çĕнĕ формăсемпе йĕркелессине палăртрĕ. 100 çынран та каярах пурăнакан вырăнсене вара медицина пулăшăвĕ пама куçса çỹрекен пунктсем çитермеллине каларĕ.
Источник: "Каçал Ен"