22 декабря 2017 г.
Рекламăсем вăхăтĕнче сенкер экран çинче кăтартакан çĕнĕ киносене курас тĕллевлисен хальччен Канаш, Шупашкар хулисенчи кинозалсене çитмеллеччĕ. Анчах та "Фонд кино" ятарласа уйăрнă укçа-тенкĕпе усă курни çак çитменлĕхсене сирме пулăшать. Юлашки вăхăтра яллă вырăнсенче пурăнакансем пушă вăхăчĕсене усăллă ирттерччĕр тесе районсенче кинозалсем хута кайса пыраççĕ. Тĕслĕхрен, акă, раштавăн 19-мĕшĕнче Урмаел салинче "Урмай" кинозал уçăлчĕ.
Çак пысăк савăнăçа ял халăхĕпе пайлама Чăваш Республикин культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Анатолий Тимофеев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Урмаел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин килсе çитрĕç. Хĕрлĕ хăйăва касса кĕнĕ хыççăн пухăннисем умĕнче малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов сăмах илчĕ. Вăл Урмаелсене çак паллă кунпа ăшшăн саламларĕ.
- Çынна апат-çимĕçпе сăйланни вăй-хал кỹртет, кану вăхăчĕсене çĕнĕ йышши кинозалсенче ирттерни вара этемĕн кăмăл-туйăмĕпе ăс-хакăлне пуянлатать, историпе паллашма май парать. Кино - чун апачĕ, вăл кашнинех кирлĕ, - терĕ. Тĕп хуларан килнĕ сумлă хăна, Анатолий Тимофеев, кăçалхи хĕллехи Микула кунĕ Урмаелте тĕлĕнмелле хăват пулнине асăнчĕ, ырă вăрлăхăн тĕшши те паха пуласса шаннине пĕлтерчĕ.
- Ахаль кунсенче те, уявра та пĕччен е çемьепе, туслă ушкăнпа е пĕтĕм класпа кино курма çỹрени - паха япала. Çакна йăлана кĕртсен татах та аван пулмалла, - терĕç хăнасем.
Часах, акă, пĕрремĕш кино пуçланчĕ. "Легенда о Коловрате" историллĕ (фильм) блокбастер кашнинех килĕшрĕ.
- Киноэкран, сасă системи, сăнсен пахалăхĕ пирки калама та кирлĕ мар - чаплă. Хулари кинотеатрсенчен те маларах пирĕн кинозал! - терĕ ял халăхĕ.
"Урмай" кинозал халăха тухнă çĕнĕ фильмсемпе паллаштарсах тăрĕ. Хĕллехи каникул вăхăтĕнче унта ачасемпе çамрăксем паха фильмсем курса савăнма пултарĕç.
А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"