19 декабря 2017 г.
Декабрĕн 8-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи ачасемпе çамрăксен творчество çуртĕнче автотрасса моделĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Аслă тата кĕçĕн ушкăнсенчи ачасем унта виççĕмĕш летчик-космонавтăн Андриян Николаевăн Кубокĕшĕн хĕрỹ тупăшрĕç.
Пуçласа иртнĕ тупăшуран Асанкасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем те юлмарĕç. "Начальное техническое моделирование" кружока çỹрекен 8-13 тата 14-17 çулсенчи ачасем хăйсен пултарулăхĕпе ыттисене паллаштарчĕç. Тĕслĕхрен, 5-мĕш класра ăс пухакан Даниил Маргиданов, 6 тата 9-мĕш классенче пĕлỹ илекен Николай Герасимовпа Роман Иванов ăсталанă модельсем пурне те питĕ килĕшрĕç.
Республика шайĕнчи ăмăртăва пурĕ 13 ушкăн хутшăнчĕ. Кунта пирĕн команда 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Кĕçĕн ушкăнра иртнĕ тупăшура Даниил Маргиданов çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçрĕ. Командăна тата кружок ертỹçине Дипломсемпе медальсем парса чысларĕç.
Асанкасси вăтам шкулĕнче ракетăсемпе самолетсем, хут çĕленсемпе бронетанк, тĕрлĕрен автомобиль (радиоуправляемые) ăсталама хăнăхтаракан кружок тахçантанпах ĕçлет. Кружока çỹрекен ачасен тавракурăмĕ те аталаннăçем аталанса пырать. Ĕçсене, паллах, район, республика шайĕнче иртекен тĕрлĕрен конкурс-выставкăсене тăрататпăр, ыттисен ĕçĕсемпе паллашатпăр, вĕсем те пирĕн модельсене пысăк хак параççĕ. Çакăн евĕр ăмăртусем йĕркелени ачасемпе çамрăксене творчество енĕпе аталанма пулăшать, сывлăхне те çирĕплетет.
В.САЛАЕВ,
технологи учителĕ, кружок ертỹçи.
Источник: "Каçал Ен"