19 декабря 2017 г.
Юлашки вăхăтра нумайăшĕ юр çийĕн çỹрекен çунасемпе çула тухать, ярăнса киленет. Çак техникăпа нимĕнле документсăр, правасăр çăмăллăнах çỹреме пулать тесе шутлаççĕ. Вĕсем йăнăшаççĕ. Снегоходсемпе çула тухма "А-1" категориллĕ тракторист-машинист удостоверенийĕ пулмалла. Çав тĕллевпех юр çийĕн çỹрекен çунасене тĕрĕслес тесе районта ятарлă рейдсем те пĕрре кăна мар йĕркелеççĕ.
Пĕлтĕр, сăмахран, рейда январĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 28-мĕшĕччен ирттернĕ. Çак вăхăтра патшалăх техника надзор уйрăмĕн тата районти ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсем снегоходсене тата мотохатĕрсене, вĕсем йĕркене пăхăннине тĕрĕсленĕ. Çавăнпа та юр çийĕн çỹрекен çунасем çине лариччен алла удостоверени илмелле, саккуна пăхăнса çула тухмалла.
С.КОКАРЕВ,
патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ.
Источник: "Каçал Ен"