АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Душа России" премие иккĕмĕш ентеш тивĕçрĕ

19 декабря 2017 г.

Халăх культурине, йăли-йĕркине аталантарни, ăна упраса пырса çамрăк ăрăва та вĕрентсе хăварни - чăннипех те пархатарлă ĕç. Тăван районăмăрта çак каçалăкра ĕçлекен маттурсем пайтах. Чи пултаруллисем вара пысăк чыс-хисепе тивĕçеççĕ. Акă, пирĕн ентеше, "Уяв" халăх фольклор ушкăнĕн ертỹçине Зинаида Козловăна 2008 çулта Раççей Правительствин "Душа России" премине панăччĕ. Кăçал вара ăна чăваш халăх юрри-ташшине халăхра анлăрах сарассишĕн тăрăшакан тепĕр хастара, "Каçал" халăх фольклор ансамбльне ертсе пыракан Владимир Павлова памалла тунă.

Декабрĕн 12-мĕшĕнче Мускаври П.И.Чайковский ячĕллĕ концерт залĕнче çав сумлă премине тивĕçлĕ пулнă 15 çынна чысларĕç. Бурят, Пушкăртстан, Мордови, Çурçĕр Осети (Алани), Тутарстан, Тыва, Удмурт Республикисенчен, Иваново, Курган, Мускав, Новочеркасск тата Самар, Старый Оскол, Томск хулисенчен килсе çитнĕ пултарулăх ушкăнĕсен ертỹçисен хушшинче, паллах, В.П.Павлов та пулчĕ. Тĕрлĕ номинацире çĕнтернине ĕнентерекен Дипломпа тата ятарлă статуэткăпа лауреатсене РФ культура министрĕ Владимир Мединский чысларĕ. Владимир Павлова тата Тыва Республикинчи "Чиргилчин" фольклор ансамблĕн руководительне Игорь Кошкендее "Традициллĕ халăх культури" номинацире палăртрĕç.

"Эпир регионсенчи халăх пултарулăх ушкăнĕсене яланах тивĕçлĕ таран тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр. Çак сумлă премине ятарласа Раççей Правительстви ячĕпе турăмăр. Эсир - Раççей халăхĕн илемĕ, шанчăкĕ", - терĕ Владимир Ростиславович Мединский.

Премисене панă хыççăн гала-концерт пуçланчĕ. Тĕрлĕ регионтан килнĕ пултарулăх ушкăнĕсем юрри-ташшипе Мускав çыннисене паллаштарчĕç. Хăйсем пысăк чыса чăннипех тивĕçлине лауреатсем пысăк сцена çинче тепĕр хут çирĕплетрĕç. Комсомольскинчи "Каçал" ушкăн Чăваш Ен чысне тĕп хула халăхĕ тата ытти регионсенчен пухăннă куракансем умĕнче тивĕçлĕн кăтартрĕ. Кавказ тăрăхĕнчи çамрăксен çулăмлă ташшисене, Удмурт Республикинчи хуткупăс калакан хĕрарăмсен ушкăнне, Тыва, Пушкăртстан Республикисенчи пырти сасăпа юрлакансене, Томск облаçĕнчи тĕрлĕ инструментпа вылякан арçын ачасене, казаксен, еврейсен тата ыттисен илемлĕ юррисене те куракансем питĕ ăшшăн йышăнчĕç.

Çакăн пек пысăк мероприятие хутшăнни "Каçал" ансам-бле çỹрекенсемшĕн чăн-чăн мастер-класс пулчĕ. М.Е.Пятницкий ячĕллĕ патшалăх академи вырăс хорĕн руководителĕ Александра Пермякова ирттернĕ репетицисем яланлăхах асра юлчĕç, тата асăннă хор артисчĕсенчен, ытти коллекивсенчен вĕренмелли те пурах.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика