АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кам тỹлет?

15 декабря 2017 г.

Амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмсене малтанхи срокра медицина организацийĕнче учета тăнăшăн паракан пособие страхователь тỹлеймесен мĕнле илмелле?

(Çыруран).

- Кунашкал тĕслĕхсенче Социаллă страховани фончĕн мĕнле ĕç-хĕл пурнăçламаллине РФ Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министерствин 2017 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнчи хушăвĕпе палăртнă.

РФ Социаллă страховани фончĕ страхланнă çын пособи илме заявлени панă вăхăт тĕлне страхователь ĕç-хĕлне чарса лартнă е ун тĕлĕшпе панкрута кăлармалли ĕç пуçарнă; страхователĕн банкри счечĕ çинче тỹлев валли укçа çитмесен; страхователь тата вăя кĕнĕ суд йышăнăвĕпе шыраса илме палăтнă пурлăх ăçта вырнаçнине палăртма май килмесен хĕрарăмсене çав пособие пĕр хутчен тỹлет.

Ача кĕтекен хĕрарăмсем ку ĕç-хĕле шаннă çыннисем урлă та пурнăçлама пултараççĕ. Пособи илме çак документсене хатĕрлемелле: 12 эрнеччен медицина организацийĕнче учета тăнине çирĕплетекен справка, хăш-пĕр чухне страхователь пособи парайманнине е унран çав укçана шыраса илмеллине палăртакан суд йышăнăвĕ кирлĕ.

Патшалăх пулăшăвĕпе Пĕрлехи портал е нумай функциллĕ центр тỹлевсĕр тивĕçтерет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика