15 декабря 2017 г.
Ăста алăллă çынсем районăмăрта сахал мар, вĕсен ĕçĕпе эпир, чылай чух, киленетпĕр, пултарулăхĕнчен тĕлĕнетпĕр. Çакăн евĕр хастарсен йышĕнче - Йỹç Шăхаль ялĕнче çуралса ỹснĕ, кунтах тĕпленсе кун кунлакан Николай Васильевич Архипов.
- Вăл ăсталанă сĕтел-пукан кашни килтех пур, шкапĕсем те унăн лавккаринчен чаплăрах, - хакланă унăн ĕçне ял-йыш хăй вăхăтĕнче.
Микуль тете кĕçех 80 çул тултарать, апла пулин те вашаватлăхĕпе, хастарлăхĕпе тепĕр яшран ирттерет. "Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни пур енчен те усăллă", - тет сумлă ватă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн çурриччен те маларах кун çути курнăскерĕн ачалăхĕ çăмăл килмен. Вăрçă пуçланнă чухне арçын ача тăваттăра анчах пулнă. Архиповсемшĕн те часах хăрушă кунсем килсе çитнĕ - çемье пуçне вăрçа кайма ят тухнă.
- Эпир, хальхи ачасем пек, пĕр шухăшсăр выляса ỹсмен, пирĕн ура çине ĕне ытла ир пуснă, - тет вăл ачалăхне аса илнĕçем.
Йывăрлăхсене пăхмасăрах мал ĕмĕтлĕ харсăр çутă малашлăх енне ăнтăлнă. Тăван ялĕнчи шкулта ăс пухнă хыççăн каччă хальхи Йĕпреç районĕнчи Липовка ялĕнче вырнаçнă сĕтел-пукан тăвакан завода ĕçлеме вырнаçать. Кунта столярта тăрăшнă вăхăтра яша çара илеççĕ. Çартан таврăнсан вăл Казахстана çул тытать.
- Вĕреннĕ çĕрте пур юлташ та хальхи профессисене суйласа илчĕç, эпĕ кăна асаттесен ăсталăхне хамра татах та туптас терĕм. Юнра пур япалана вĕренме ытла йывăрах пулмарĕ, - терĕ Микуль тете, çамрăклăхри кунĕсене куç умне кăларнăçем.
Тăрăшуллă яш хушма професси те суйласа илет. Микуль тетен йывăçа кăна мар, тимĕр-тăмăра та ăнланма хăнăхас тĕллев çуралать. Ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме механик профессине алла илни пулăшать.
Пĕр хушă ют тăрăхра трактористра вăй хунă хыççăн тăван çĕре таврăнать. Çамрăка ĕçсĕр ларни килĕшмест, çавăнпа та вăл каллех Липовкăри завода çул тытать. Вăл вăхăтра завод пысăк çитĕнỹсем тунă.
- Каскалакан ĕçĕ чуна çывăх, чунсăр япалана сăн кĕртни пите çутăлтарать, - терĕ Николай Васильевич.
Асаилỹсем Микуль тетен куçĕсене çиçтерни - арçын хăйĕн ĕçне чунтан парăннине тепĕр хут çирĕплетекен пулăм. Кун пирки вăл хăй те пачах пытармасть. "Ĕç - пурнăç тыткăчи, юратнă ĕç вара - чун канăçĕ те", - тет Николай Васильевич.
1962 çулта арçын Çĕнĕ Мăрат ялĕнчи йывăç комбинатне тракториста вырнаçать. Ĕçре хастар, вашават яш чылай хĕрупраç чĕрине çунтарнă-и, тен? Анчах та вăтам пỹ-силлĕ, хитре сăн-питлĕ Йỹç Шăхаль каччин чĕри кỹршĕри сăпайлă та ĕçчен, чипер хĕре, Альтука, суйлать. Улталаман йĕкĕте кăмăл-туйăмĕ. Вĕсем çур ĕмĕр ытла шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе пĕр сукмак такăрлатаççĕ.
Çемье ытлă-çитлĕ пурăнтăр тесе мăшăр ырми-канми тăрăшнă. Арçын унтан "Урожай" колхоза столяра вырнаçать. Тăрăшуллă ĕçчене часах "Победа" колхоз складне шанса параççĕ. Мăшăрĕ, Евдокия Ивановна, ĕмĕрĕпе колхозра тар тăкнă.
Пултаруллă ĕçченсен сăнĕсем яланах Хисеп хăми çинче пулнă. Николай Васильевич пирки калас пулсан, унăн тăрăшулăхне ертсе пыракан органсенче ĕçлекенсем асăрхамасăр хăварман. Ăна "Коммунизмла ĕç ударникĕ" паллă панă. Хисеп грамотисемпе Дипломсен шутне асăнса та пĕтереймĕн. Николай Васильевичăн ятне 1963 çултах районти Хисеп кĕнеки çине çырса хунă.
Вĕсем мăшăрĕпе 5 ача пăхса çитĕнтернĕ. Телейлĕ савăк мăшăр тĕпренчĕкĕсене тивĕçлĕ воспитани панă, аслă пĕлỹ илме пулăшнă.
- Пурнăç çĕршер пăрăнчăкран тăрать, унта тĕрлĕ тумхах тĕл пулать. Шăпи, тен, пирĕн кăмăл хавалĕпе чун хăватне тĕрĕслес терĕ-ши? - куççульленчĕç ватăсем.
Хальхи вăхăтра Николай Васильевичпа Евдокия Ивановна иккĕшех пурăнаççĕ. Аслашшĕпе асламăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ патне 4 ачипе 9 мăнукĕ тата 4 мăнмăнукĕ хăнана час-часах килсе çỹреççĕ, яланах пулăшаççĕ. Аслă ăру пирки калас пулсан, вĕсем картиш тулли чăх-чĕп усраççĕ. "Килти юр-варпа хăналанни-сăйланни сывлăха упрать", - теççĕ ватăсем.
Микуль тете вара пушă вăхăт тупăнсанах хăйĕн мастерскойне васкать...
Паян Николай Васильевич 80 çулхи юбилейне паллă тума кĕрекене ларать. Çавна май эпир ăна çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, тулли телей, вăрăм кун-çул, канлĕ ватлăх сунатпăр. Ăнăçу унпа яланах юнашар çỹретĕр.
А.ИСАЕВА.
Источник: "Каçал Ен"