АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитсе кур "Надеждăна"

15 декабря 2017 г.

Районта хастар та маттур, пуçаруллă та мал ĕмĕтлĕ, умне лартнă тĕллеве чăна çавăрас тесе нимĕнле йывăрлăхран та хăраман хĕрарăмсем пур. Комсомольскинче пурăнакан Надежда Краснова - шăпах çавсен йышĕнчен.

Вăл - "Надежда" суту-илỹ çурчĕн ертỹçи. Хастар хĕрарăм 25 çул каялла предпринимательство ĕçне ура ярса пуснă. Унтанпа нумай шыв-шур юхнă, çулсем иртнĕ. Унăн çемье бизнесĕ аталанса, вăй илсе пынă. Районта пурăнакансем астăваççех пулĕ-ха, чи малтанах пĕчĕк магазинта тум-тир сутнă. Унтан икĕ хутлă магазина хута янă. Каярах "Надежда" магазин çумĕнче тата виçĕ хутлă суту-илỹ çурчĕ çĕкленнĕ. Паян Надежда Валентиновна - суту-илỹре çирĕп утăмсемпе утакан предприниматель.

Çитĕнỹ çăмăллăн килмен, çĕр çывăрман каçсем, кунсем, ывăннă вăхăтсем, пуçа çавăрттарса шутламалли, татса памалли ыйтусем сахал мар пулнă хĕрарăм пурнăçĕнче. Надежда Валентиновна палăртнине вăхăтра пурнăçлама хăнăхнă. Паянхи ĕçе вăл нихăçан та ырана хăвармасть. Пурне те çийĕнчех пурнăçлать, ыттисем те çапла тунине кăмăллать.

Ахальтен мар унăн суту-илỹ точкисенче тăрăшакансем вăр-вар та маттур. Çакна тĕслĕхсемпе çирĕплетме пулать. "Надежда" магазина кĕрекенсене сутуçăсем яланах тарават кĕтсе илеççĕ. Клиент кăмăлне туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Коллектившăн клиентсен ыйтăвĕ темрен те паха. Магазинта ювелир хатĕрĕсен ассортименчĕ вара чăннипех те пуян. Тĕлĕнмелле илемлĕ япаласене Раççейри 38 заводран кỹрсе килеççĕ. Ытларах вара вĕсем Мускаври ювелир завочĕпе, "Алмаз холдинг" ОООпа, "Эстет", "Адамас", "Дэльта", Соколов ювелир хатĕрĕсен çурчĕсемпе ĕçлеççĕ.

- Паянхи кун илемлĕ, пахалăхлă тавар тупасси чылай çăмăлланчĕ. Ювелир хатĕрĕсене Интернетпа çырăнса илме те май пур, вырăнах çитерсе параççĕ. Çав тери меллĕ. Апла пулин те тавара пурпĕрех хам курса, алăпа тытса пăхса туянма кăмăллатăп. Кун пек шанчăклăрах, - тет пăрчăкан пек маттур хĕрарăм.

Паха та илемлĕ тавара хаклакансем сахал мар. Сăмахран, туянакансен кăмăлне туллин тивĕçтерес тесе тĕрлĕ ювелир хатĕрĕсене ятарлă каталог урлă та заказ пама май пур. Клиентсен ыйтăвне кĕске вăхăтра пурнăçлаççĕ. Ахальтен мар пулĕ "Надежда" магазина хамăр тăрăхри çынсем çеç мар, кỹршĕ районсенче, хуласенче, Тутарстан Республикинче пурăнакансем килсе çỹреççĕ.

- Клиентсем пирĕн пата тĕрлĕ çĕртен килни, ювелир хатĕрĕсене пысăк хак пани ĕçлеме хавхалантарать те. Тавар ассортиментне пуянлатас, çынсен кăмăлне тивĕçтерес тĕллевпе малалла утатпăр. Предприниматель ĕçĕнче кахалланса ларни вырăнсăр. Ĕçлемелле, тăрăшмалла, шав малалла ăнтăлмалла, - калаçăва тăсать чăтăмлăхпа палăрса тăракан хĕрарăм.

Пуçланă ĕçе яланах вĕçне çитерме хăнăхнăскер, Александра хĕрне те çаплах вĕрентсе ỹстернĕ. Паянхи кун амăшĕпе хĕрĕ пĕр-пĕрне пулăшса та хавхалантарса пыраççĕ. Кăсăклă шухăш çуралсан ăна пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ. Ахальтен мар Елчĕк районĕнче, Шупашкар хулинче суту-илỹ точкисем уçăлнă. Паян вĕсем - ăнăçлă ĕçлекен пунктсем.

Надежда Валентиновна пĕлтернĕ тăрăх, ĕçри ăнăçу вара чи малтанах çын кăмăлĕнчен, тĕллевсем патне мĕнлерех вăй-халпа ăнтăлнинчен нумай килет. Кăмăл тенĕрен, хĕрарăм çав тери уçă кăмăллă. Вăл йывăр лару-тăрура яланах алă парса пулăшать. Ахальтен мар Надежда Валентиновна ыркăмăллăх акцийĕсене хутшăнать, ача çурчĕсене пулăшу кỹрет. Унăн пуçарăвĕпех "Надежда" магазин пысăк уявсенче - Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен, Çĕршыв хỹтĕлевçисен кунĕсенче, çуралнă кунпа, Çĕнĕ çулта - ятарлă акцисем ирттерет. Çакна пĕтĕмпех клиентсем ювелир хатĕрĕсене ятарлă скидкăпа туянма пултарччăр тесе йĕркелеççĕ.

Çĕнĕ çул çитиччен шутлă кунсем юлчĕç пулин те, "Надеждăра" тăрăшакансем уяв ячĕпе клиентсем валли парнесем хатĕрленĕ. Парнеллĕ пулас тетĕр пулсассăн ювелир хатĕрĕсем туянма васкăр!

Юлашкинчен çакна та каласа хăварас килет, ювелир хатĕрĕсене сутнипе пĕрлех, магазинта вĕсене юсама та йышăнаççĕ. Унпа пĕрлех киввине çĕннипе те улăштарса параççĕ.

Коллективра тăрăшакансем - чăннипех те хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсем.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика