15 декабря 2017 г.
Ĕмĕр ирттересси алăк урати урлă каçасси мар. Çын тени хăйĕн пурнăçĕнче темĕн те курать, унăн пур япалана та чĕри витĕр кăларса чăтса ирттерме тивет. Çакăн евĕр шăпаллисенчен пĕри - Шурутри ваттисен çуртĕнче кун кунлакан Ксения Артемьевна Яковлева.
Çак кунсенче ĕç ветеранĕ 90 çулхи сумлă юбилейне паллă турĕ. Кçени аппана паллă кунпа саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Шурут ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Маштанов çитнĕ. Хăнасем Раççей Президенчĕ В.В.Путин янă саламлă çырăва юбиляр патне илсе çитернĕ. Вĕсем ăна ĕçре тỹрĕ чунпа тăрăшнăшăн тав тунă, паллă кун ячĕпе саламланă май парнесем парса хавхалантарнă.
Вырăнти пултарулăх коллективĕ Кçени аппана юрă-ташăпа савăнтарнă.
Юбиляр вара тимлĕхшĕн, хăйĕн çинчен манманшăн хăнасене чĕререн тав сăмахĕсем каланă.
- Çулĕсене пăхмасăрах тăнпа калаçать, иртнисене те йăлт ас тăвать, - тенĕ ватăсемпе инвалидсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмăн ертỹçи Валентина Уткина.
Юнтапа ялĕнче çуралса ỹснĕскер, Ксения Артемьевна Аслă Отечественнăй вăрçăччен, ун хыççăн та тăван тăрăхри колхозра тар тăкнă. Çемье çавăрсан ăна мăшăрĕпе нумай шăкăлтатса пурăнма пỹрмен, арçын ытла ир çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Йывăр пулсан та хĕрарăм пĕртен-пĕр тĕпренчĕкне тивĕçлĕ воспитани парса ỹстерет, ăна вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларать. Ỹкекене тỹпеле тенĕ евĕр, Кçени аппана тепĕр хуйхă килсе çапать - ывăлĕ çĕре кĕрет. Мĕн чухлĕ куççуль тăкман-ши вăл? Апла пулин те пуçне усмасть хĕрарăм, малаллах пурăнать. Йывăр шăпана ỹпкелесе чунне хытарман Кçени аппа, çепĕç чунлăскер кашнинпе уçă калаçать, çынпа тарават. Анчах та, çулсем иртнĕçемĕн, вăй-хал чакнине сисме тытăнать вăл, çавна май пĕччен пурнăç татах та йывăрланма пуçлать. Нумай шутламасть ватă, Шурутри ватăсемпе инвалидсене стационар пулăшăвĕ паракан уйрăма пурăнма вырнаçать. Стационарта вăл чылайранпа пурăнать, кунти ватăсенчен чи аслă кинеми.
- Мăнуксем пур манăн, эпĕ пĕччен мар. Вĕсем ачисемпе ман патăма час-часах килсе çỹреççĕ. Стационарта пурăнма аван, çынпа хутшăнма пулать. Тавтапуç сире пурсăра та, - тет вăл куççульне шăлса.
Нумай кирлĕ-и вара ватă çынна савăнтарма?!
А.ДЕНИСОВА.
Источник: "Каçал Ен"