АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Час кода" - ăнăçлă акци

12 декабря 2017 г.

Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹ тата Çыхăну министерствисен пуçарăвĕпе декабрĕн 4-10-мĕшĕсенче çĕршыври, республикăри шкулсенче "Час кода" акци иртрĕ. Унăн тĕллевĕ - çамрăксене программированипе, информаци технологийĕсемпе çыхăннă профессисемпе интереслентересси. Пуçласа акципе çыхăннă пĕрремĕш урок 2014 çулта иртнĕ. Ун чухне акцие пурĕ 7,1 миллион ача хутшăннă пулсассăн, халĕ "Час кода" акцие 8,3 миллион ытла вĕренекен хутшăнать.

Асăннă акци вăхăтĕнче пирĕн районти шкулсенче те ятарлă информатика урокĕсем иртрĕç. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсемшĕн "Час кода" акци вăхăтĕнче йĕркеленĕ информаци урокĕсем кăсăклă пулчĕç. Çак уроксенче ачасене программированипе, IT-сфера мĕнле аталаннипе, унта ĕçлени мĕнпе лайăхрах пулнипе, асăннă сферăн малашлăхĕпе тĕплĕн паллаштартăмăр. Чăннипех, паянхи кун шкулпа сывпуллашма хатĕрленекенсемшĕн çак информаци питĕ усăллă пулмалла. Ачасем айтишник специальноçне суйласа илесси ытларах аслисенчен, шкулти вĕрентекенсенчен килет.

Акци вăхăтĕнче пирĕн шкулта вĕренекенсем программа тренажерĕсемпе паллашрĕç, хăйсен ăсталăхне тĕрĕслесе пă-хрĕç. Вĕренекенсемшĕн çакă кăсăклă çеç мар, пĕлỹ шайне ỹстерме пулăшакан мел те. Паянхи кун тĕлне "Час кода" - çав тери усăллă акци.

П.РОДИОНОВ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика