12 декабря 2017 г.
2017 çулта районти темиçе шкул харăсах юбилейне паллă тăвать. Вĕсем хушшинче - Хырхĕрри тĕп шкулĕ те. Кăçал вăл уçăлнăранпа 125 çул çитрĕ.
Чăваш халăхне çутта кăларасси вунтăххăрмĕш ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче аталанма пуçланă. Çакă Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи çутĕç инспекторĕ И.Н.Ульянов тата чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев ячĕсемпе çыхăннă. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ ытларах çак кĕпĕрнене сарăлнă, пирĕн тăрăхри Хырхĕрри, Хурнай, Кĕтне Пасар ялĕсем вара Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ. Хусан кĕпĕрнинче те 1828 çулта чăваш ачисем валли халăх шучĕпе училищĕсем уçас пирки хушу тухать. 1838 çулта Хусан епархийĕ чиркỹ-прихут шкулĕсем уçать.
1892 çулхи сентябрĕн пĕрремĕшĕнче Хырхĕрри ялĕнче пуçламăш шкул ("школа начальной грамоты") уçăлнă. Ăна Мартынов хушаматлă иккĕмĕш гильди (тепĕр çĕрте çырнă тăрăх виççĕмĕш гильди) купси уçнă. Малтанласа шкулта 25 ача вĕреннĕ. Вĕсенчен çирĕмĕшĕ арçын ачасем, ыттисем - хĕрачасем. Ашшĕ-амăшĕ хĕрачасене вĕрентесшĕнех пулман. Шкулти пĕрремĕш вĕрентекен Кĕтне Пасар çынни Иван Николаевич Соловьев пулнă. Вăл тăватă çул шкулта тăрăшнă. Унăн вĕренекенĕсем ял тата çĕршыв историне кĕрсе юлнă. Сăмахран, Семен Михайлович Топтыгин каярахпа, Совет влаçне туса хунă хыççăн, Аслă Каçал вулĕçтăвкомĕн секретарĕ, Сергей Егорович Щукин ял совет секретарĕ пулнă. Семен Петрович Воронков октябрьти революци вăхăтĕнчи чи паллă "Аврора" крейсер çинче службăра тăнă.
1894 çулта Хырхĕрри пуçламăш шкулĕ Кĕтне Пасарне куçнипе статусне улăштарать, чиркỹ-прихут шкулĕ пулса тăрать. "Школы Казанской губернии" кĕнекере çырнă тăрăх, 1896-1902 çулсенче шкулта Турă саккунне ("Закон Божий") Даниил Павлов священник вĕрентнĕ. Д.Павловăн хĕрĕ Мария Даниловна ятарлă свидетельство илнĕ хыççăн кунтах ĕçе пуçăннă. Вăл ĕçленĕ вăхăтра шкулта пурĕ 21 арçын ача тата 4 хĕрача ăс пухни паллă. Вĕренекенсенчен çирĕмпĕрĕшĕ вырăс ачисем пулнă. Шкул чиркỹ çумĕнчи хурал пỹртĕнче вырнаçнă.
1902-1912 çулсенче шкулта А.Н.Герасимов вĕрентекен вăй хуни паллă. Вăл вĕрентнĕ ачасем хушшинче Александр Иванович Пожеданов пулнă. Паллă ентеш Пĕрремĕш тĕнче тата граждан вăрçисене хутшăннă. Революци хыççăн вара Аслă Каçал вулĕçăвком председателĕнче тăрăшнă. "Чаппан вăрçи" вăхăтĕнче те палăрнă пирĕн ял çынни. Каярахпа Йĕпреçри вăрман хуçалăхне (леспромхоза) ертсе пынă. Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче Чăваш обкомĕн секретарĕнче те вăй хунă. Ноябрĕн 27-мĕшĕнче Александр Иванович çуралнăранпа 120 çул çитрĕ. Халĕ Хырхĕрри ялĕнчи Аслă урам Пожеданов ячĕпе хисепленет.
Совет влаçĕ халăха çутта кăларас енĕпе вăй хурса ĕçлет. Хутла пĕлессине ачасене çеç мар, мăн çынсене вĕрентме шутлать. Кĕске вăхăт хушшинче Чăваш çĕршывĕнче 597 пĕрремĕш ступеньлĕ шкул уçăлать. 1917 çулта чиркỹ-прихут шкулĕнчен пуçламăш, 1919 çулта пĕрремĕш ступеньлĕ шкул туса хураççĕ. Çав çултах Хырхĕрринче те тепĕр хут шкул уçаççĕ. Таисия Григорьевна Левина тата Семен Лазаревич Лазарев пĕрремĕш вĕрентекенсем пулаççĕ.
1933 çулта Хырхĕрри шкулĕ пуçламăш шкултан çичĕ çул вĕренмелли шкул пулса тăрать. Тепĕр çултан Кĕтне Пасарти тата Хырхĕрринчи шкулсене пĕрлештереççĕ.
Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче шкул вĕрентме пăрахман. Ялти ачасемпе танах эвакуаципе килнĕ çынсен ачисем парта хушшине ларнă. Ваттисем каланă тăрăх, çырма тетрадь пулман пирки, хаçатсем, кивĕ кĕнекесем çине çырнă. Чылайăшĕ çичĕ класс вĕренсе пĕтереймен, аслисене пулăшмалла, тăшмана çĕнтермелле пулнă…
1960 çулта Кĕтнен сулахай çыранĕнче çĕнĕ шкул çурчĕ тума пуçланă. Вăл Хырхĕрри, Хурнай, Кĕтне Пасар ялĕсенчен пĕр пек инçĕшĕнче вырнаçнă. Шкул çуртне тума Шăмăршă вăрманĕнче сухăрлă хыр йывăçĕсем уйăрнă. Вăрман касма ял çыннисене илсе кайнă. Хатĕрленĕ вăрмана сыхлама шкул директорĕ Илья Никифорович Малышев каçсерен хăех юлнă. Шкул тунă çĕрте Кĕтне Пасарĕнче маларах ишсе пăрахнă чиркỹ çурчĕн пĕренисемпе те усă курнă.
1961 çулта çĕнĕ шкул çуртне куçнă май çичĕ çул вĕренмелли шкула сакăр çул вĕренмелли туса хураççĕ. Унтан 27 ача вĕренсе тухнă. Шкул йĕри-тавра карта тытса тĕрлĕ çимĕç йывăççи лартнă, пирĕн тăрăхра халиччен курман кедрсем те аван хунаса кайнă.
1966 çулта шкула çутă çитет - электричество кĕртсе параççĕ. Мĕн тери савăнăç ял çыннишĕн!
Вăхăт иртнĕçемĕн шкул çурчĕ кивелет. "Восток" колхоз ертỹçи К.С.Мифтахутдинов сĕннипе колхоз шутĕнчен шкула çĕнĕрен кирпĕчрен купалаççĕ, ĕçлекенсем те колхозра вăй хуракансемех. Шкул кĕске вăхăтрах Хырхĕрри ялĕн варринче çĕкленсе ларать. Çĕнĕ шкула 1992 çулта, шăп та лăп шкула уçнăранпа 100 çул çитсен, хута ячĕç. Тăхăр çул вĕренмелли шкула вăтам шкул ятне пачĕç. Çĕнĕ шкулта савăнмалли нумай: çĕнĕ хатĕрсем, сĕтел-пукан тата - вăл вăхăтра районти чи пысăк спортзал…
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче пирĕн ялта çеç мар, пĕтĕм çĕршывĕпе ача çураласлăх чакрĕ. Çавна май шкулсене "реструктуризаци" пулăмĕ пырса çапрĕ. 2005 çулта ача йышĕ чакнипе вăтам шкултан каялла тăхăр çул вĕренмелли тĕп шкул туса хурса Вăрманхĕрри Чурачăк шкулĕпе пĕрлештерчĕç.
1993 çултанпах, кĕçех çирĕм пилĕк çул, шкула Юрий Петрович Алексеев директор ертсе пырать. Ун умĕн шкул директорĕ пулса ĕçленĕ çынсене те аса илсе хăварас килет. Вĕсем: Илья Никифорович Малышев (1947-1967); Игнатий Константинович Кутузов (1967-1970); Серафима Архиповна Коновалова (1970-1972), хыççăн вăл чылай çул Комсомольски РОНО ертỹçинче вăй хучĕ; Валентина Ефимовна Чернова (1973-1976); Геннадий Николаевич Петров (1976-1985); Нурислам Галимзянович Тукаев (1985-1989); Валентина Андреевна Шашкина (1987-1988); Ильдус Халимович Вахитов (1989-1993).
Çĕр çирĕм пилĕк çул хушшинче тăван шкулта нумай-нумай ача ăс пухнă, çĕршыва усăллă çын пулнă. Вĕсем хушшинче тĕрлĕ професси çыннисем. Кунтан вĕренсе тухнисем районти, çĕршыври ытти хуласемпе ялсенчи тĕрлĕ организацисемпе учрежденисенче, суту-илỹре, харпăр хăй ĕçĕнче вăй хураççĕ. Тăван ялта тĕпленнисем те чылайăн. Вĕсене пурне те: вĕренсе тухнисене те, шкулта тĕрлĕ вăхăтра вăй хунă ĕçченсене те паллă юбилей ячĕпе саламласа, шăматкун, раштавăн 16-мĕшĕнче уява йыхравлатпăр.
Хальхи вăхăтра шкулта 15 вĕрентекен вăй хурать, вĕсем пурте аслă пĕлỹллĕ, хăйсен ĕçне пĕлсе туса пыраççĕ. Ытларахăшĕ аслă тата пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекенсем. Савăнăçлă пулăм - специалистсем хушшинче çамрăксем пурри. Ятранах калас килет вĕсене: Л.Г.Белкова, А.В.Гаврилов, А.С. тата Т.С.Мартыновсем. Районти хăш-пĕр пысăк шкулсенче те çакăн чухлĕ çамрăк специалист çук. Çамрăксенчен çĕнĕ вăй кĕрсе тăрать. Апла, шкул мал ĕмĕтли куçкĕрет!
Чăвашсем калашле: çапла пултăр!
Г.БЕЛКОВА,
вĕрентекен.
(Хырхĕрри шкулĕнчен 1982 çулта вĕренсе тухнă).
Источник: "Каçал Ен"