АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт хакĕ калаçтарать

12 декабря 2017 г.

Ял çыннисем килти хушма хуçалăхра икĕ-виçĕ ĕне усраççĕ. Çакăн евĕр хастарсен йышĕ çулсерен ỹссе пырать. Ку - питĕ аван. Анчах та ял халăхне шутлаттаракан япала та сахал мар. Акă, сĕт хакĕ. Пĕр литр пылак шыв 20-25 тенкĕ тăнă чухне паха "шурă ылтăна" икĕ хут пĕчĕкрех хакпа никамăн та сутас килмест-çке. Çавна май чылайăшĕ сĕте шыв хушма пăхать.

Кашни эрнере иртекен канашлура Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов министерствăри структура подразделенийĕсен тата тĕрлĕ организацисен ертỹçисемпе сĕт рынокĕн аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă. - Ĕне сĕт ытларах антарнă чухне унăн хакĕ яланах чакать, сахаллансан - ỹсет. Халĕ вара урăх сăлтавсене те шута илеççĕ. Тĕрĕссипе, сĕт хакне ỹстермелле, вăл вара юлашки вăхăтра чакса пырать, - тенĕ Сергей Геннадьевич.

Министр сĕт пахалăхĕ çинчен те сăмах пуçарнă. "Пахалăхлă сĕт нихăçан та йỹнĕ пулмасть, кирек мĕнле япалана та пахалăхне кура хаклаççĕ", - тенĕ вăл.

Ара, шывран çу уçлама та, хăймине те пухма май çук.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика