12 декабря 2017 г.
Декабрĕн 6-15-мĕшĕсенче Комсомольски тата Елчĕк районĕсенче "Автобус" профилактика мероприятийĕ иртет.
Районти муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" пайĕн ГИБДД сотрудникĕсем пассажирсене, ачасене турттаракан водительсене тĕрĕслеççĕ, вĕсем çул-йĕр правилисене епле пăхăннине тимлеççĕ. Çак кунсенче вара районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Николай Райков, Алексей Кураков инспектор тата "Халăх дружинин" командирĕ Мария Илларионова Комсомольскинче çынсене илсе çỹрекен водительсемпе тĕл пулса калаçрĕç. Вĕсен автомашинисем çынсене турттарма юрăхлă пулнине тата кирлĕ документсене тĕрĕслерĕç. Йĕркене пăсакансем тĕлĕшпе, паллах, административлă протоколсем çырнă.
Пассажирсене илсе çỹрекен автобуссем яланах юсавлă, водителĕн тимлĕ пулмалла. Çула тухрăн пулсассăн ан васка! Çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăн!
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"